АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăх коллективĕсене ытларах пулăшĕç

19 апреля 2008 г.

Чăваш Ен Президенчĕн Николай Федоровăн Указĕпе республика пуçлăхĕн пултарулăх проекчĕсене пурнăçлама уйăракан гранчĕсен шутне тата виçине ÿстерме палăртнă. Халĕ профессионалсен коллективĕсем икшер миллион тенкĕлĕх виçĕ грант илме пултараççĕ.

Аса илтерер: 2006 çулхи май уйăхĕнче Чăваш Ен Президенчĕн «Чăваш Республикинче культурăна пулăшмалли хушма мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн миллионшар тенкĕлĕх икĕ грант туса хунă. Профессионалсен пултарулăх коллективĕсене пулăшмалли çак мел интереслĕ тата обществăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ культура проекчĕсем хатĕрлеме пысăк хавхалану кÿнĕ. 2007 çулта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн сцени çинче «Каçхи шуçăм çути» наци балетне лартнă, ăна искусствăна юратакансем пысăк хак панă. Кăçалхи март уйăхĕнче «Нарспи» наци мюзиклĕн премьера куравĕ питĕ ăнăçлă иртнĕ. Халĕ вара Чăваш Ен Президенчĕн гранчĕсене илнĕ тата икĕ коллектив – Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ тата Чăваш патшалăх пукане театрĕ – çине тăрсах «Уяв йăли-йĕркин мозаики» вокалпа хореографи кăтартăвĕ» тата «Чăваш драматургĕсен хайлавĕсен никĕсĕ çинче мультимедиатехнологисемпе усă курса тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем валли пукане спектаклĕсен «Чăваш Енĕн ылтăн еткерĕ» ярăмне хатĕрлесси» проектсене пурнăçлас енĕпе çине тăрсах ĕçлет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика