АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр – пирĕн пуянлăх

19 апреля 2008 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă «Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр!» Çырăвĕнче çакна палăртнă: «Хура çĕр – анне кăкăрĕ вăл», – тенĕ ваттисем. Раççейре йăлана кĕнĕ çĕр айĕнче пурлăх çук Чăваш еншĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем вăй-хăват пулса тăраççĕ...»

Хальхи вăхăтра районти ял хуçалăх ĕçченĕсем умĕнче çивĕч те кăткăс задачăсем тăраççĕ. Вĕсенчен пĕри – çĕр пулăхне лайăхлатса тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсен тата пропашнойсен тухăçне ÿстересси. Çĕр – пирĕн пуянлăх. Вăл пире тăрантарать, ĕçлеме, пурăнма май парать.

Тăпра пулăхĕ органика тата минерал удобренийĕсемпе усă курса агротехника ĕçĕсене тĕрĕс тата вăхăтра пурнăçланинчен нумай килет. Çакна ял хуçалăх специалисчĕсемпе ертÿçĕсем аван пĕлеççĕ. Анчах та районти хуçалăхсенче уя тислĕк кăларасси тата минерал удобренийĕсемпе усă курасси çулран-çул чакса пырать. Акă, 1986-1990 çулсенче пĕр гектар усă курмалли çĕр çине районĕпе 6,2 тонна тислĕк кăларнă. Юлашки пилĕк çуллăхра вара 2,8 тонна органика кăна хире тухнă.

Пĕлтĕр кашни гектар пуçне 0,3 тонна çеç тислĕк тăкнă. Тĕслĕхрен, «Коминтерн» ЯХПК-ра пурĕ 1000 тонна е гектар çине 0,4 тонна тислĕк илсе тухнă. «Свобода» колхозра çак кăтарту 2112 тоннăпа е 4,8тŸга танлашать, «Авангард» ТЯО-ра – 80 тонна е 0,1 тŸга, «Победа» ЯХПК-ра – 900 тонна е 1,7 тŸга, «Аккозинское» ЯХПК-ра – 600 тонна е 0,9 тŸга, «Асамат» ТЯОра 450 тонна е 0,1 тŸга.

Хăш-пĕр хуçалăхсенче органика хатĕрлес тĕлĕшпе аван ĕçленине палăртмалла. Сăмахран, «Нива» ЯХПК-ра хĕллехи кунсенче Турхан ферминчен 2545 тонна тислĕк кăларнă. Çак ĕçе пурнăçлама хуçалăха Етĕрне хулинчи «Агроремтехсервис» ТЯО пулăшнă. Ку организаци пулăшнипех пĕлтĕр хуçалăх сухаламалли 539 гектар лаптăка 1976 тонна известь çăнăхĕ, 112 гектар çине 139 тонна фосфор çăнăхĕ сапнă. 268 гектар çĕре кали удобренийĕ хывнă.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенчен «Свобода» колхоз, «Коминтерн», «Нива», «Победа» ЯХПК-сем çĕр пулăхне ÿстерес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçленине палăртма кăмăллă. Çавăн пекех юлашки çулсенче тăпра пулăхне ÿстерес тĕлĕшпе тепĕр утăм та тунă теме пулать. Хуçалăхсем ытлашши улăма вĕтетсе уй-хиртех хăвараççĕ. «Коминтерн» ЯХПК 2-3 çул ĕнтĕ çак ĕçе ăнăçлă пурнăçласа пырать.

Тĕпрен илсен, 2007 çулта районта йÿçек çĕрсене 476 гектар извеçлемелле пулнă. Çак ĕçе 539 гектар çинче тунă. Ку тĕлĕшпе 1979039 тенкĕ тăкакланă. Тăпрана фосфоритласси вара 112 гектарпа танлашнă. Ку планпа палăртнă чухлех. Кали удобренийĕсене 260 гектар çине хывса хăварнă. Планĕ вара 403 гектар пулнă. Кăçалхи тĕллевсем те пĕчĕк мар. 242 гектар çине известь, 27 гектар çине фосфор, 292 гектар çине кали сапмалла. Çак ĕçе пурнăçлассишĕн ял хуçалăх специалисчĕсемпе ертÿçĕсен çине тăрса тăрăшмалла. Кун пек чухне умри задачăсене татса пама пултарăпăр.

Çÿлерех асăннăччĕ ĕнтĕ, çĕр пире тăрантарать, тумлантарать, пурăнма вăй парать. Çавăнпа та ăна лайăх пăхса тăрас, унăн пулăхне ÿстерес тĕлĕшпе тăрăшса ĕçлесчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика