19 апреля 2008 г.
Апрелĕн 16-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унăн тĕп темисем – ЧР Президенчĕн «Чăваш Республикинче вĕрентÿ аталанăвĕн 2040 çулчченхи Стратегийĕсем çинчен» Указĕ; республикăра çурхи ака-суха ĕçĕсене йĕркелени тата ял хуçалăхĕнчи çĕрсемпе эффективлă усă курас тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăнни çинчен; хуласемпе районсенчи, ял тăрăхĕсенчи обществăлла вырăнсенче право йĕркине пăсакансене тата преступлени тăвакансене хирĕç кĕрешес ĕçе вăйлатасси çинчен; экологи хăрушсăрлăхĕн, тирпей-илем тата санитари лару-тăрăвĕн ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем умĕнче тăракан задачăсем, Йывăç кунĕн çуркуннехи тапхăрне ирттересси çинчен. Информаци кунне хутшăнма Шупашкартан Граждан оборонин тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Патшалăх комитечĕн председателĕ В.Н.Петьков ертсе пыракан ушкăн – ЧР министерствисемпе ведомствисен ĕçченĕсем килсе çитнĕ.
Район пуçлăхĕ А.И.Криков Штанаш ял тăрăхĕнче пулнă. Вăл пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн педагогика коллективĕпе тĕл пулнă. Калаçура шкул тăррине юсас, микроавтобус туянас тата ытти ыйтусене хускатнă.
Ытти ушкăнсем те ял тăрăхĕсенче пулса халăхпа куçа-куçăн калаçнă.