АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьесем конкурсра тупăшнă

19 апреля 2008 г.

Апрелĕн 15-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче Çемье çулталăкне халалланă «Çемье талантсемпе пуян» ятпа конкурс иртнĕ. Унта усрава ача илнĕ 15 çемье хутшăннă. Конкурс Хĕрлĕ Чутай шкулĕн социаллă педагогĕ В.Архипова районта çемье ăшшине тупнă ачасем пирки презентаци кăтартнинчен пуçланнă. Унтан конкурсантсен хăйсен çемйин эмблемине ÿкерме тата девиз хатĕрлеме тивнĕ. Ун хыççăн вĕсем «Чĕлхене çăтса ярăн» конкурсра тупăшнă. Юлашкинчен çемьесем юрланă, ташланă, сăвăсем каланă.

Пĕтĕмлетÿсем тăрăх, Максимовсен тата Хохловсен çемйисем çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, иккĕмĕш вырăна Архиповсемпе Артемьевсем пайланă, виççĕмĕшне Кожевниковсемпе Руль çемйисем тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕсене конкурса йĕркелекенсен тата спонсорсен Дипломĕсемпе хаклă парнисене парса хавхалантарнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика