АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-çулăмăн алли вăрăм

19 апреля 2008 г.

Апрелĕн 11-мĕшĕнче каçхине 7 сехетре Туктамăшри Ф.И.Мидаковăн хуçалăхĕнче сарай çунса кайнă. Вут-çулăм тухнин сăлтавне тĕпчеççĕ.

Тепĕр кунне Тракушкăнь ялĕнчи А.Е.Кириллов хуçалăхĕнче сарай тăррине вут-çулăм ярса илнĕ. Кил хуçисем пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем каç кÿлĕм мунча хутса янă пулнă. Мăрьерен тухакан вут-хĕм пайăркисем инçех мар вырнаçнă сарай çине ÿкнĕ. Çав кун çанталăкĕ те çил-тăвăллă тăнă. Вут-хĕм сирпĕннĕрен сарай çинчи утă çунма пуçланă. Пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманран кил хуçи инкек тÿснĕ.

Çав кунах «Путь Ильича» колхозăн парк территорийĕнче типĕ курăк çунма пуçланă. Вырăнта тăрăшакансем вут-çулăма вăхăтра асăрхаса сÿнтернĕ. Ку тĕслĕх çын чĕлĕм тĕпне е шăрпăка сÿнтермесĕр пăрахнипе пулнă.

«Инкек куçа курăнса килмест», – тенине асра тытасчĕ. Вут чĕртсен тимлĕхе çухатас марччĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика