19 апреля 2008 г.
Александр Михайлович Федоров – Шĕмшеш çынни. Вăл 1924 çулхи майăн 24-мĕшĕнче хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Ача çулĕсенче выльăх-чĕрлĕх пăхнă, уй-хирте ĕçленĕ. 18 çула çитсен, 1942 çулхи июлĕн 9-мĕшĕнче, халăх утă çинче тар тăкнă вăхăтра ăна вăрçа илсе кайнă. Малтанах, ултă уйăх хушши, Муром хулинче çыхăну училищинче вĕреннĕ. Сăмах май, унпа пĕрлех Карăк çырми каччи Петр Александрович Михеев та пĕлÿ илнĕ. Вăл каярахпа Хĕрлĕ Чутай райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче нумай çул тăрăшнă. Халĕ Шупашкар районĕнче пурăнать.
Вĕренÿ хыççăн курсантсене кĕçĕн лейтенант званине параççĕ те Ленинград фронтне яраççĕ.
– Синяево поселокĕшĕн пынă çапăçу манăн асăма ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлчĕ, – тет халĕ Александр Михайлович. – Поселок 6-7 хутчен алран алла куçрĕ. Юлашкинчен ăна фашистсем тĕппипех çунтарса ячĕç. Хаяр çапăçусем пынă вăхăтра эпĕ хамăр ял çыннине Михаил Николаевич Сергеева тĕл пултăм.
Тепĕр çапăçура пирĕн ентеш аманать. Ăна Иваново хулинчи госпитале ăсатаççĕ. Çĕнтерÿ кунне паттăр салтак Хусанти госпитальте кĕтсе илет. Унтан сывалса тухсан ăна НКВД органĕсене ĕçлеме яраççĕ. 1946 çулта хамăр республикăна таврăнать, Шупашкарта ОБХСС оперуполномоченнăйĕнче тăрăшать.
Сахал мар çапăçăва хутшăннă Александр Михайлович. Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçса нумай хутчен паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă. Фронтран вăл II степень «Аслă Отечественнăй вăрçă» орденĕпе тата «Хăюлăхшăн» медальпе таврăннă.
Вăрçă ветеранĕ ял хуçалăх производствине те хастар хутшăннине палăртма кăмăллă. Тăван тăрăха пурăнма килсен ăна ял Канашĕн ĕçтăвком председательне суйланă. Ку ĕçре вăл ял çыннисен нумай-нумай ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе тăрăшнă. Ферма заведующийĕнче те, уй-хир бригадин бригадирĕнче те вăй хума тÿр килнĕ ăна. Вăл ертсе пыракан коллективсем районта малтисен ретĕнче пулнă. Александр Михайлович кирек ăçта та чунне парса, таса кăмăл-туйăмпа ĕçленĕ, халăх хисепне тивĕçнĕ.
А.Федоров мăшăрĕпе, Анастасия Ивановна учительницăпа пĕрле, виçĕ хĕрпе пĕр ывăл пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă.