19 апреля 2008 г.
Чутай тăрăхĕн илемĕ çакăнта: йăмраллă ялсем, ешĕл те тулăх садсем, вĕçе-вĕçĕн вырнаçнă çутă пĕвесем... Çакăн пек сăнсене куратăн та чун-чĕрере ырă-ырă пулса каять. Ара, çак çĕр çинче çуралнă-çке эпир, тăван тавралăх вăй-хал панă пире, аталанса çунат сарма пулăшнă. Районти 70 ялтан кашниех хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăрать. Вĕсенчен чылайăшĕ, паллах, асфальт сарса хытарнă çулсемпе, илемлĕ те хăтлă çуртсемпе пуян. Чи пахи – пултаруллă та хастар çынсем ĕçлесе пурăнни, вĕсем кил-çурт тата урам илемĕшĕн куллен тăрăшни.
Ас тăватăп-ха, район администрацийĕ пĕр çулхине тавралăха тирпей-илем кĕртес ыйтупа Тралькасси ял тăрăхĕнчи Турханта семинар ирттернĕччĕ. Кунти хăтлăха, урамсенчи тирпейлĕхе, çут çанталăк илемне такам та ăмсанĕ. Ял çырма-çатраллă вырăнта вырнаçнă май, кунта пурăнакансем пĕвесем тăвасси çине тимлĕ пăхаççĕ. Вĕсем пурĕ вăтăра яхăн, кашни тĕкĕр пек çуталса выртать. Хуçисем нумайăшне пăхсах тăраççĕ, çуллен юшкăнран тасатаççĕ. Çавна май шывĕ тăрă, таса. Урамсенче сип-симĕс курăк ешерсе ÿсет. Йăмрасем, ытти йывăçсем кашласа лараççĕ.
Яманкасси ялне çитсе курнă-и тата эсир; Кунта та урамри çырмана картласа темиçе пĕве тунă. Вĕсене лайăх пăхса тăма тăрăшаççĕ çынсем. Кÿршĕри Чурпайра та пĕвесем чылай. Çу кунĕсенче хур-кăвакал чÿхенет кунта, ырлăх вĕсене шывра. Ял халăхĕ вара çут çанталăк панă пуянлăхпа туллин усă курма тăрăшать. Кайăк-кĕшĕк йышлă усранипе пĕрлех шăрăх çанталăкра пĕвери лĕп шывпа пахча çимĕç шăварать.
Пĕвесем чылай туни, шыв тулăх пулни, паллах, пур енчен те аван. Акă, пытармăпăр, хăш чухне пушар сиксе тухать. Вут-çулăма сÿнтерекен машинăсем çитеççĕ. Вĕсене шыв кирлĕ, темиçе тонна таранчченех. Пĕви те юнашарах-мĕн. Анчах вăл тулса ларнă, таса мар, унтан насус ниепле те шыв уçласа илеймест. Пушарниксем хыпкаланаççĕ: шыв патне çÿресе хаклă вăхăт çухалать, çав вăхăтра пушар алхасать те алхасать...
Çакна пур çĕрте те шута илмелле. Кашни ялтах пĕр пĕве те пулин таси пулмаллах. Ăна тасатса тарăнлатассишĕн ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, ял старостисен, халăхăн çине тăмалла. Ку ĕçе, паллах, хĕл кунĕсенче пурнăçлани вырăнлă. Çакна та палăртса хăвармалла – пĕвери юшкăн тăпри – питĕ лайăх удобрени. Вăл тыр-пул тухăçне палăрмаллах ÿстерме пулăшать.
Юлашкинчен мĕн каламалла-ха; Пĕвесене ял илемĕшĕн те, халăха усă парассишĕн те тумалла. Вĕсене тасатса, тарăнлатса тăрас тĕлĕшпе пур çĕрте те çанă тавăрса ĕçлемелле.