АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăл атлетсен кросĕнче

19 апреля 2008 г.

Çăмăл атлетсен кросĕнче

Çамрăксене сывă пур¬нăç йĕркине хăнăхтарас, физкультурăпа спорта аталантарас тĕ¬лĕ¬ш¬пе апрелĕн 15-мĕшĕнче районти тĕп стадионра çăмăл атлетсен çуркуннехи кросĕ иртрĕ.

Тупăшăва районти пĕтĕм шкул хутшăнчĕ. Хĕрлĕ Чутай, Мăн Этмен, Кив Атикасси, Хусанушкăнь, Пантьăк ял тăрăхĕсенчи специалистсем те команда йĕркелесе старта тухрĕç. Чи малтан трасса çине 3-4-мĕш классенче вĕренекенсем тухрĕç. Вĕсем 500 метрлă дистанцире кĕрешрĕç. Ку ушкăнра чупуçăсем чылаййăн пулчĕç. Кунта Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен хĕр ачасем (тренерĕ Л.Михуткина) пултарулăхпа палăрчĕç. М.Филиппова чи малтан финиша çитрĕ, иккĕмĕш – И.Тагайкина, виççĕмĕш – Н.Ефимова. Арçын ачасен ушкăнĕнче те хĕрлĕчутайсем малти вырăна тивĕçрĕç: çĕнтерÿçĕ – Д.Триковский, иккĕмĕш – Д.Захаров, виççĕмĕш – А.Шипеев.

1995 çулхисен тата унтан çамрăкраххисен ушкăнĕнче хĕр ачасенчен А.Патьянова (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) пурне те чылай хыçа хăварса финиша чи малтан çитрĕ, ун хыççăн асăннă шкулти Л.Башкирова дистанцие вĕçлерĕ, виççĕмĕш – А.Крыцова (Мăн Этмен). Арçын ачасенчен П.Соколов (Хĕрлĕ Чутай) пултаруллăрах пулчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене И.Федоровпа (Питĕркасси) И.Афанасьев (Штанаш) пайларĕç.

1993-1994 çулхисенчи атлетсен тупăшăвĕнче хĕр ачасенчен чи маттурри О.Иванова (Çĕн Атикасси) пулчĕ, А.Андреевапа (Атнар) Е.Казакова (Хĕрлĕ Чутай) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Арçын ачасен кĕрешĕвĕнче хастарлăхпа Ю.Давыдовпа П.Майоров (Çĕн Атикасси) палăрчĕç, виççĕмĕш вырăна В.Ишмейкин (Штанаш) çĕнсе илчĕ.

Аслă классенче вĕренекен хĕрсен ăмăртăвĕнче Çĕн Атикасси шкулĕнче ăс пухакан Р.Давыдована çитекенни пулмарĕ, иккĕмĕш вырăнта В.Меркиташкина (Мăн Этмен), виççĕмĕш – М.Гусева (Атнар). Çак ушкăнри каччăсем 2 километрлă дистанцире вăй виçрĕç. Чи вăйли Е.Сидоров (Çĕн Атикасси) пулчĕ, ун хыççăн В.Храмовпа (Питĕркасси) А.Ионов (Çĕн Атикасси) спортсменсем финиша вирхĕнсе çитрĕç.

Юлашкинчен ял тăрăхĕсен коллективĕсем старта тухрĕç. Вĕсем 500 метр чупрĕç. Г.Мидейкина (Хĕрлĕ Чутай), А.Макарова (Хусанушкăнь), Р.Вазякова (Пантьăк), Л.Сергеева, З.Царицина, В.Фадеева (Мăн Этмен) хăйсен çулĕсене кура малти вырăнсене тивĕçлĕ пулчĕç. Арçынсем 1 километрлă дистанцире тупăшрĕç. Чи вăйлисем А.Самсонов (райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ), А.Челейкин, Н.Михеев, А.Ярабаев (Мăн Этмен), В.Бармин (Кив Атикасси) пулчĕç.

Команда зачетĕнче чи нумай очко пухса пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Хĕрлĕ Чутайпа Çĕн Атикасси шкулĕсем пайларĕç. Ял тăрăхĕсемпе илсен, мăнэтменсем çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç. Иккĕмĕш вырăна Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ çĕнсе илчĕ, виççĕмĕш – Кив Атикасси.

Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе парнесем парса чысларĕç.

Хальхи вăхăтра районти çăмăл атлетсем апрелĕн 24-мĕшĕнче иртекен кроса хатĕрленеççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика