19 апреля 2008 г.
Республикăра ĕçкĕпе, наркоманипе кĕрешмелли патшалăх программине хатĕрленĕ-и; Хатĕрленĕ пулсан ăна пурнăçлани мĕнле кăтартусем кÿнĕ;
Чăваш Енре сывă пурнăç йĕркине çирĕплетмелли патшалăх политикин тĕп мерăсен комплексне пурнăçа кĕртеççĕ, ведомствăсем тачă çыхăну тытса ĕçлеççĕ. Наркомание, ĕçке хирĕç мероприятисене республикăн «2005-2009 çулсенче Чăваш Республикинче наркотиксемпе усă курассипе тата вĕсен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешмелли комплекслă мерăсем» программипе тата республика Президенчĕн 2002 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче ĕçкĕпе кĕрешесси çинчен кăларнă Указĕнче палăртнă мероприятисен планĕпе килĕ¬шÿллĕн пурнăçлаççĕ.
Çак ĕçĕн кăтартăвĕ курăмлă: 2002 çулхипе танлаштарсан, алкоголь психозĕпе чирлесси 44 процент чакнă. Çул çитменнисем ĕçкĕпе иртĕхессипе çыхăннă çивĕч¬лĕх си¬рĕлнĕ. 2007 çул кăтартăвĕсем тăрăх ачасемпе çамрăксем хушшинче пуçламăш алкоголизм чирĕпе чирленĕ тĕслĕхсене регистрацилемен.
Наркоманипе чирлесси республикăра Раççейри тата Атăлçи федераци округĕнчи вăтам кăтартусемпе танлаштарсан виçĕ хут пĕчĕкрех. Наркологи лару-тăрăвĕпе çыхăннă ырă туртăмсем – пурнăçăн социаллă пахалăхне çине тăрсах лайăхлатни, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетнин кăтартăвĕ.