АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнче кубокне халалланă укçа

23 апреля 2008 г.

Юлашки çулсенче Раççей Банкĕ Олимп вăййисене, футбол, çăмăл атлетика, хоккей, биатлон енĕсемпе иртекен чемпионатсене халалласа укçа чылай кăларчĕ. Анчах та хăвăрт утакансен пысăк ăмăртăвĕпе çыхăнтарса çакнашкаллине ăсталани халиччен пулманччĕ-ха. Тăватă çул каялла Шупашкарта хăвăрт утас енĕпе Тĕнче кубокĕ ирттерме палăртсан РФ Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕ тупăшăва халалласа ятарлă укçа кăларас сĕнÿпе Раççей Тĕп банкне çырупа тухнă. Лешĕ хирĕçлемен.

Кăçалхи март уйăхĕнче Раççей банкĕ виçĕ тенкĕлĕх укçана 5 пин экземплярпа çаврăнăша кăларни çинчен пĕлтерчĕ. Çак эрнере пĕр пинĕ Перекет банкĕн республикăри уйрăмне çитрĕ.

Укçа «Виçĕ тенкĕ» номиналпа Санкт-Петербургри Укçа дворĕнче кун çути курнă. Ăна хатĕрлеме кĕмĕл хутăшĕпе (925 проба, металл виçи 31,1 грамм) усă курнă. Çавăнпа вăл хаклă йышши металсен шутне кĕрет. Пиччĕн енче «Виçĕ тенкĕ», «Раççей банкĕ», унăн эмблеми тата «2008 ç.» тесе çырни пур. Тÿнтер енне «Хăвăрт утас енĕпе Тĕнче кубокĕ», «Шупашкар хули», «2008» сăмахсем тата «утакан» икĕ спортсмен илем кÿреççĕ.

Укçана «пруф» (укçа тăвас ĕçри чи пысăк пахалăх) пахалăхпа çапса кăларнă. Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн валюта тата суту-илÿ тумали мар операцисен пайĕн пуçлăхĕ И.Ю.Алексеева каланă тăрăх, çакăн пеккине суя укçа тума çук. «Пруф» пахалăхпа кăларнисене витĕр курăнакан пластик капсулĕсенче упрамалла. Виçĕ тенке те çакăн ăшне вырнаçтарнă. Вăл номинала сиен кÿресрен, тусан ларасран упрĕ.

«Чăваш укçине» инвестици тата асăнмалăх укçа кăларакан 2008 çулăн каталогне те кĕртнĕ.

Апрелĕн 21-мĕшĕнчен укçасене Перекет банкĕн Чăваш Енри пур филиалĕнче та сутма пуçланă. Пĕри 3 пин тенкĕ тăрать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика