23 апреля 2008 г.
«Тирпей-илем кĕртесси – вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем чи малтан пурнăçламалли ĕç. Тасалăхпа йĕрке, ытларах чухне, укçа-тенкĕ пуррипе çуккинчен мар, тăван çĕре юратнинчен, çын хăйне хисеплеме пĕлнинчен килет»,– тесе палăртнăччĕ ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров Чăваш Патшалăх Канашне иртнĕ çулсенче янă Çырăвĕнче. Çак сăмахсен çаврăнăшĕ уйрăмах çанталăк хĕл ыйхинчен вăрансан, çул хĕррисенче пластик савăт-сапасем, тĕрлĕ çÿп-çап сапаланса выртсан чăна килет. Район администрацийĕ тата чылай ял тăрăхĕ тирпейлĕхшĕн тăрăшаççĕ, тасамарлăхпа кĕрешеççĕ. Анчах та пур çĕрте те йĕркеллĕ теме çук. Акă, инçех каяр мар, Хĕрлĕ Чутай салин Кив центрнех илер. Малтанхи çулсенче районăн ĕç тăвакан органĕ вырнаçнă çуртпа юнашар тирпейсĕрлĕх хуçаланать. Кун пирки район пуçлăхĕ А.И.Криков Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхне В.К.Романова тунти кунсерен предприятисемпе учрежденисен ертÿçисемпе тата район администрацийĕн пай начальникĕсемпе ирттерекен планеркăра темиçе те асăрхаттарнă, хăрăк йывăçсене тата çÿп-çапа пуçтарса тирпейлеме хушнă. Анчах та паянхи кунччен те Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацийĕ ку енĕпе ĕç туни курăнмасть. Е вĕсем тирпейсĕрлĕх хуçаланакан вырăна симĕс çулçăсем хупласса кĕтеççĕ-ши;