АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ир вăраннă – тутă пулнă

23 апреля 2008 г.

Район уй-хирĕсенче кăçал çурхи ĕçсем ытти çулхинчен чылай маларах пуçланчĕç. Иртнĕ çул 3 189 гектар кĕрхи культурăсем акса хăварнăччĕ. Унăн пысăк пайне сÿрелесе нÿрĕк тытса хăварнă, минерал удобренийĕсемпе апатлантарнă. “Коминтерн” ЯХПК çак ĕçсене 650 гектар çинче, “Победа” – 130, “Свобода” – 125, “Нива” – 333, “Мочковашский” фермер хуçалăхĕ 75 гектар çинче пурнăçланă. Кĕскен калас пулсан, асăннă хуçалăхсем кĕр калчисене пĕтĕмпех сÿреленĕ, апат панă.

Тĕш тырăсем акма çĕр хатĕрлесси мĕнле пырать-ха; Ку таранччен 2 686 гектар йышăнакан лаптăка кăпкалатнă. “Коминтерн” ЯХПК-ра 780 гектар, “Аккозинский” – 273, “Нива” – 280, “Свобода” – 193, “Победа” – 160, Никитин фермер хуçалăхĕнче 100 гектар çĕре культиваци тунă. Ку ĕç малалла пырать.

Кăçал çуртрисене 3 911 гектар акса хăвармалла. Паянхи кун тĕлне 1268 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă. Ку мĕн пур лаптăкăн 32 проценчĕ. Çурхи ĕçсене лайăх йĕркеленĕ хуçалăхсене палăртса хăвармалла. “Нива” ЯХПК паян-ыран акана вĕçлет, кунта ака ĕçĕсене 96 процент чухлĕ пурнăçланă. “Свобода” колхозра та çурхи ĕçсене лайăх йĕркеленĕ. Анатçĕрпÿкассисем çуртрисене 86 процент акнă.

Шел пулин те, паянхи куна çитсе те тăпрана пĕр пĕрчĕ вăрлăх вăрăнтарман хуçалăхсем те пур. Çакăн пеккисен шутне “Сура”, “Искра-хмель” хуçалăхсене кĕртмелле. “Асамат” ТЯО-ра вара акнă лаптăк 2 процентпа çеç танлашать.

Ир вăраннă – тутă пулнă теççĕ. Çакна манас марччĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика