АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт сăвасси мĕнле пырать

23 апреля 2008 г.

Паян ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕнесенчен сĕт сăвасси мĕнле пырать;

Хальхи вăхăтра районĕпе пурĕ 1591 ĕне. Куллен вăтамран 17 759 килограмм сĕт пухăнать. 15 335 килограмне патшалăха ăсатаççĕ. Ку мĕн пур продукцин 86 проценчĕ пулать. Çакна палăртса хăвармалла – кăçал ĕнесен хисепне, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 100 пуç ытларах чакарнă.

Кашни ĕнерен сĕт илессипе “Свобода” колхоз малта. Халĕ кунта куллен ĕне пуçне 16,2 килограмм сăваççĕ. Сăмах май, пĕлтĕрхи çак тапхăрта 16,7 килограмм пулнă. “Мочковашский” фермер хуçалăхĕпе “Коминтерн” ЯХПК-ра та сăвăм япăх мар – 15,3 – 14,2 килограмм.

Шел пулин те, “Путь Ильича” уçă акционерла обществăра ĕне ферми çине алă сулнă. Кунти ĕнесем качакаран кăшт кăна ытларах сĕт антараççĕ. Паянхи куна сăвăм куллен 5,8 килогрампа танлашать.

Районти тĕп зоотехник С.Н.Кчетков каланă тăрăх, зооветспециалистсем пуçаруллă ĕçленĕ çĕрте выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси ÿсет. Паянхи ĕçе ырана хăварса пыракансем вара ÿсĕм çулĕ çине тăраймаççĕ-ха.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика