23 апреля 2008 г.
Республика территорийĕнче кăçалхи I кварталта пассажир автотранспорчĕсен водителĕсемпе çыхăннă 30 çул-йĕр инкекне регистрациленĕ. Аварире 4 çын вилнĕ, 46-шĕ суранланнă. Пĕлтĕр çак тапхăрта пассажир автотранспорчĕсен водителĕсен айăпĕпе 73 инкек пулнă, вĕсенче 11 çын вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлнă, 102-н аманнă.
Маршрутлă таксисемпе çыхăннă инкексем те çул çинче сахал мар пулаççĕ. Республикипе илсен, вĕсем 17 хутчен аварие лекнĕ. Инкекре 3 çын вилнĕ, 25 çын суранланнă.
Çул-йĕр çинчи инкексен тĕп сăлтавĕ – юридици сăпачĕсем тата уйрăм предпринимательсем пассажирсене турттармалли йĕркепе çыхăннă нормативлă право акчĕсем ыйтнине пурнăçламанни. Çавăн пекех водительсемпе инструктаж ирттерменни, автобус çине кирлĕ виçерен ытларах пассажирсем лартни, çул-йĕр паллисем çукки инкек патне илсе çитереççĕ.
Район территорийĕнче кăçалхи çул пассажирсем турттаракан водительсен айăпĕпе инкексем пулман. Иртнĕ çул январь уйăхĕнче Шуккакасси ялĕ çывăхĕнче 1 çын автобус айне лексе вилнĕ. Инкек çуран çÿрекен айăпĕпе пулнă.
Çул-йĕр инкекĕсене асăрхаттарас тĕллевпе республикăра та, районта та апрелĕн 16-30-мĕшĕсенче “Автобус” операци иртет. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ çул-йĕр правилисене пăхăнма ыйтать.