23 апреля 2008 г.
Районта ют тавар паллипе усă курнă тĕслĕхе тупса палăртнă. Кăçалхи март уйăхĕнче Хĕрлĕ Чутайри “Ярмарка-универсальная” территорийĕнче уйрăм предприниматель С. пĕр мăшăр спорт кроссовкине 200 тенкĕпе сутнă. Пушмаксем çинче çак тавара туса кăларакан “РUМА” фирма паллисем пулнă.
Кроссовкисене экспертизăна “РUМА” фирмăн официаллă представителĕ патне – “Пума-Рус” ТЯО-на (Мускав хули) ярса панă. Унта палăртнă тăрăх, вĕсем контрафактлă продукци иккен. Мĕншĕн тесен Раççей Федерацийĕн территорийĕнче “РUМА” тавар паллине тăратма килĕшÿсем çук. Çавăн пекех ярлыксемпе биркăсем стандарта лармаççĕ, продукци хакĕ пĕчĕк тата ытти те.
РФ Гражданла кодексĕпе килĕшÿллĕн тавар паллисем уйрăм харпăрлăх шутланаççĕ, вĕсем саккун хÿттинче. Тавар паллисемпе унăн хуçи ирĕк памасăр никам та усă курма пултараймасть. Усă курни вара РФ Административлă право йĕркин Кодексĕн 14.10 статйине пăснине пĕлтерет, урăхла каласан, административлă право йĕркине пăсни пулать.
Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх, С. уйрăм предприниматель тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă тата ăна пăхса тухма Чăваш Республикинчи Арбитраж судне ярса панă.