АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи ырăлăх эрни

23 апреля 2008 г.

Кашни çулах, кăçалхипе пиллĕккĕмĕш çул ĕнтĕ, апрелĕн 19-27-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче Çурхи ырăлăх эрни иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ – тĕрлĕ çулсенчи çынсене социаллă пĕл¬терĕшлĕ ĕçсене май пур таран явăçтарасси, ыр кăмăллăх ĕçне йĕркелесси, тимлĕх уйăрасси. Акцие Раççейри ыр кăмăллăх юхăмне аталантаракан центр тата «Созидание» ыр кăмăллăх фончĕ РФ Патшалăх Канашĕн общество пĕрлешĕвĕсемпе тĕп организацийĕн комитечĕпе РФ Общество Палати пулăшнипе йĕркелеççĕ. Чăваш Енре вара Çурхи ырăлăх эрнине ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви, Çамрăксен ыр кăмăллăх пĕрлешĕвĕ, суту-илÿпе промышленность палати тата «МСС-Поволжье» УАО йĕркелеççĕ.

Ырăлăх эрнинче кашни хăй ирĕкĕпе хÿтлĕхсĕр юлнă граждансене социаллă пулăшу пама, çут çанталăкшăн тăрăшма, тавралăха тирпей-илем кÿме пултараççĕ.

Ырă ĕçсен çулталăкĕнче акцие хастартарах хутшăнасчĕ, ырă ĕçсем тума васкасчĕ. Ырлăха хамăршăн тăватпăр-çке.

Эсир «Ырлăхăн вĕри линийĕпе» (тел.:37-00-05, e-mail: dobro@cap.ru) усă курса хăвăр ырă шухăшăрсене пурнăçа кĕртме, пулăшу тупма, мĕнле те пулин ырă ĕç пирки е çын çинчен пĕлтерме пултаратăр. Кунсăр пуçне Çурхи ырăлăх эрнипе çыхăннă ыйтусене йышăнма 300-263 (IP-box) номер те ĕçлет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика