АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чи лайăх социаллă ĕçчен»

23 апреля 2008 г.

прелĕн 17-мĕшĕнче Атнарти Ваттисен çуртĕнче професси енĕпе чи лайăххисене палăртас енĕпе конкурс иртрĕ.

Кинемейсемпе мучисем Ваттисен çуртне ырă пурнăçран тарса, каймаççех ĕнтĕ. Кунти социаллă ĕçченсем вара вĕсене канлĕ ватлăхпа тивĕçтерессишĕн, çемье ăшшине парса аслă ăру çыннисен пурнăçне кăшт та пулин çăмăлрах тăвассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Социаллă сферăра тимлекенсен ĕçĕ вара пĕрре те çăмăл мар. Шăпах вĕсем хушшинче хăйсен ĕçне чун-чĕре хушнипе пурнăçласа пыракансене, чи пултаруллисене палăртассипе конкурс иртрĕ те ĕнтĕ. Кăçал ăна Ырă ĕçсен çулталăкне халалланă. Сăмах май, конкурссем ирттернин усси пурах – кашнин ырă ĕçĕ туллин курăнса тăрать. Конкурсантсем татах та тăрăшарах хавхаланса ĕçленĕ, кăтартăвĕсене лайăхлатнă. Кăçалхи конкурса 6 социаллă ĕçчен хутшăнма кăмăл тунă.

Чи малтанах пухăннисем умĕнче халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрăн директорĕ М.В.Глухова сăмах илчĕ, социаллă ĕçченсене пархатарлă та ырă ĕçшĕн тав турĕ, конкурсра ăнăçу сунчĕ.

Хăйсен ĕçне чунпа парăнса туса пыракан социаллă ĕçченсем хăйсен пултарулăхне пур енлĕн кăтартма тăрăшрĕç: хăйсем çинчен юрласа та сăвăласа каласа пачĕç, ал ĕçĕсемпе паллаштарчĕç, тутлă апат хатĕрлерĕç, социаллă ыйтусене хăвăрт та тĕрĕс татса парассипе ăмăртрĕç. Ватăсен кăмăлне те çĕклес, илемлĕ кĕвĕпе савăнтарас тĕлĕшпе юрăсем парнелерĕç. Конкурса хутшăнакансене мучисемпе кинемейсем ăшшăн алă çупса хавхалантарса пычĕç. Калас пулать, конкурсантсем хăйсен пултарулăхне пур енлĕн кăтартса пачĕç. Жюри членĕсем, асăннă центрăн специалисчĕсем М.В.Глухова, С.Н.Орлова, Т.А.Карпова вĕсен ĕçĕсене тĕплĕн тишкерчĕç, тивĕçлĕ хак пачĕç. Пĕтĕмлетÿсем вара çапларах: пĕрремĕш вырăна Атнарти ватăсемпе ĕçлекен Н.И.Абаськина çĕнсе илчĕ (178 балл), иккĕмĕш Березовкăра тимлекен Р.А.Ярасова пулчĕ (174 балл). Вăл çакăн евĕр конкурса виççĕмĕш çул ĕнтĕ хутшăнать. Виççĕмĕш вырăна Атнарти А.В.Степанована парас тесе йышăнчĕç (165 балл). Иртнĕ çул вăл професси енĕпе чи лайăххи пулнă. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе парнесем парса чысларĕç. Ытти конкурсантсене те парнесемсĕр хăвармарĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика