23 апреля 2008 г.
Мăнкун историне пĕлетĕр-и; Истори тăрăх, пирĕн эра çитиччен 2-3 пин çул каялла Аравинче еврейсем выльăхсем пăхса вырăнтан вырăна куçса çÿренĕ. Çак халăхсен “песах” ятлă праçник пулнă. Вăл çуркунне килнĕ. Çак праçнике авалхи еврейсем амăшай пăрусем пуснă. Кĕл тунă.
Ĕлĕк (пирĕн эра çитиччен 700 çул ĕлĕкрех) Мăнкун праçникне Яхва ятлă Турă ячĕпе тунă тесе шутланă. Вăл вăхăтра еврейсем Египетран тухса килнĕ имĕш.
Еврейсене Рим патшалăх çĕнтерсен, пирĕн эра çитиччен çĕр çул маларах Мăнкуна урăхларах уявлама пуçланă.
Ун хыççăн христиансем Мăнкуна Иисус Христос ячĕпе çыхăнтарнă. Тĕн çыннисем Христос хăйĕн вилĕмĕпе тата нуша курнипе халăхсене “çылăхран çăлнă” тесе ĕнентернĕ. Мăнкуна вара типĕ тытассипе çыхăнтарнă. Тĕрлĕ тĕн типпе тĕрлĕрен тытма хушать. Православи тĕнĕ кашни эрнерех, юн кунпа эрне кун, типĕ тытма хушнă, унсăр пуçне нумая тăсăлакан типĕ кунĕсем те пулнă. Çак кунсенче аш-какай, сĕт-çу çиме юраман.
Католиксен православнăй çынсен пек мар, вĕсен типĕсенче сĕт çиме юрать. Христос тĕнĕн нумай сектисем типпе тытмах та хушмаççĕ. Нумай çылăхсемшĕн айăп вырăнне ирĕксĕрлесе типĕ тытма хушаççĕ.
Тĕне кĕмен йăхсен çуркунне урăхла праçник пулнă: вĕсем турăсем вилсе чĕрĕлнĕ тесе шутланă. Вăхăчĕпе ку праçниксем Христос çинчен калакан мифсемпе пĕрлешсе кайнă. Христиансем вара икĕ Мăнкун уявланă (“Пасха страданий” тата “Пасха воскресения”). “Пасха воскресения” тени часах çĕнтернĕ, ăна ытларах уявланă. “Пасха страданий” вара “Страстная неделя” тени пулса тăнă. Мăнкун ирттермелли йĕркесем те тĕне кĕмен йăхсен уявĕнчен куçнă (çăмарта хĕретни тата ытти те).
Пирĕн çĕршывра Мăнкуна 10-мĕш ĕмĕрте çеç уявлама пуçланă.