23 апреля 2008 г.
Ача çуралсанах ашшĕ-амăшĕ ăна алла та илме хăрать. Вĕсене вăл çав тери черчен пек туйăнать, сиенлесрен шикленеççĕ. Амăшĕсем пепкене епле тытмаллине те пĕлмеççĕ. Пурăннăçемĕн çакă иртсе каять. Ача пăхма çеç ансат пек туйăнать. Малтанхи кунсенчех пепке пуçне çирĕп тытаймасть ĕнтĕ, çавăнпа та ăна пулăшмалла. Çакна мĕнле тумалла-ха; Ачана аллисенчен тытса çĕклеме юрамасть. Пуçне хыçалалла усăнма памалла мар, ăна алăпа тытмалла. Коляскăна е урăх çĕре вырттарнă чухне ача канăçсăрланма пултарать. Çавăнпа та хусканусем асăрхануллă пулмалла. Вырăн çинчен илнĕ чухне алăпа ачан пуçĕ айĕнчен тытмалла. Вăл пулăшăва туять. Çавăн пекех ăна вырăн çине хумалла, алла хăвăрт илмелле мар. Малтанхи вăхăтра пепкене яланах алăра тытнине, хуллен силленине вĕрентмелле мар. Çакна вăл питĕ хăвăрт хăнăхать. Ашшĕ-амăшĕ ытлашши ачашласан, ача мĕн ыйтнине пурнăçласан, вăл кутăн, ачаш пуласси куç умĕнчех. Ача кăшт йĕрсенех çухалса каймалла мар. Малтанхи уйăхсенче вăл час-часах йĕрет. Кăшкăрашнă май, кăкăр, хырăм, ÿпке мышцисене çирĕплетет.
Ачана мĕнле тумлантармалла-ха; Паллах, сезон тăрăх. Тĕп тĕллев – ăна ăшă пултăр, анчах та вăл ан пăчăхтăр. Ун çине утиялсем, пледсем хурса пĕтермелле мар. Ытлашши ăшă пулсан, тарласан ÿчĕ çине шатрасем тухаççĕ, пепке сывлăш ылмашăвне туйма пăрахать, час шăнса пăсăлать. Пепкене тăрантарсан, вăл сывă чухне ăна пÿлĕмре çÿхе утиял айĕнче те лайăх. Йывăр, хулăн мамăк утиялсемпе витмесен те юрать. Хĕллехи вăхăтра урама илсе тухма тĕкрен хатĕрленĕ ăшă çи витти питĕ меллĕ. Ăна тикĕс, çемçе матрас айне чикмелле. Ачана минтер кирлĕ мар, ун вырăнне лайăх хуçлатнă пеленка та юрать. Минтерпе усă курни мăй кукăрăласси патне илсе çитерме те пултарать. Нумай амăшĕшĕн ачана тăхăнтартасси тата хывăнтарасси чăн-чăн нуша. Çамрăк ачана сивĕ сывлăш килĕшмест, вăл çапкаланать, йĕрет. Кĕпе-йĕм тăхăнтартма кăткăс. Хăш-пĕр специалистсем çакна пукане çинче туса пăхма сĕнеççĕ.
Тумтир тăхăнтартнă чухне ачана уринчен, аллинчен туртмалла мар. Ачана тумлантарма тикĕс вырăн пулмалла. Кĕпе-йĕме малтанах хатĕрлесе хумалла. Малтанхи эрнесенче распашонкăсем, калпаксем, пеленкăсем анчах кирлĕ. Малтанах сÿс-йĕтĕнрен хатĕрленĕ тумтир çеç пулмалла. Алли-урине çыхаççĕ, подгузниксем хураççĕ. Вĕсем марльăран пулмалла. Пÿлĕмре ăшă пулсан калпаксене тăхăнтартмасан та юрать. Сивĕ пулсан ачан пичĕ шуралать, вăл йĕме тытăнать. Амăшĕн ачан сăмсине, аллине, урине тытса пăхмалла.
Малтанхи кунсенче пĕчĕк ача валли мĕн кирлĕ-ха; Пирваях ача кравачĕ. Матрасне те хатĕрлесе хумалла. Çийĕнчех кравать туянаймасан, пысăк карçинкка та юрать. Улăм матрас питĕ лайăх, вăл ытлашши хытă та, çемçе те мар. Гигиена енчен те аван. Клеенка хумалла, ун çинче пеленка пулмалла. Ача простынĕсене 5-7 штук туянмалла, ытти япаласене хатĕрлемелле.
Ачасем сывă ÿсесси ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет.