АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăха çутта кăларнă аслă çыннăмăрăн юбилейĕ

26 апреля 2008 г.

Апрель уйăхĕн 24-мĕ¬шĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче халăха çутта кăларнă аслă Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалланă савăнăçлă пуху пулчĕ. Вĕрентекен, çыравçă, шухăшлавçă, тĕпчевçĕ, вăл чăвашсен пĕрремĕш шкулне уçнă. Патриархăмăрăн ăслăлăх, литература тата общество ĕçĕ-хĕлĕнчи, кĕнеке кăларас, библие, вырăс классикĕсен хайлавĕсене куçарас ĕçри пĕлтерĕшĕ пысăк. Аслă вĕрентекенĕмĕр çырнă кĕнекесем халăх хушшинче хутла вĕренессине ÿстерме, наци ăнланулăхне аталантарма пулăшнă. Паян та Çутта кăлараканăмăрăн идейисем вырăнлă, çĕнĕрен аталанса пыраççĕ. Вăл чăваш халăхне панă Халалра – кашни çыншăн, обществăпа патшалăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ йĕркесем.

Иван Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ Атăл тăрăхĕнчи халăха çутта кăларас ырă та пархатарлă тĕллевпе çыхăн¬нă. Чăваш халăхĕн чаплă ывăлĕн юбилейне уявлама сумлă хăнасем – Атăл тăрăхĕнчи регионсенчи ăслăлăх докторĕсем, академиксем, ĕç тăвакан влаç органĕсен тата патшалăх учрежденийĕсен ертÿçисем килнĕ.

Уява хутшăнакансене Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров саламланă. Чăваш Енре тата ун тулашĕнче пурăнакансем уяв мĕнле иртнине, республика пуçлăхĕ тухса калаçнине телекуравпа пăхма пултарнă. Мероприятие Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă порталĕнче трансляциленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика