26 апреля 2008 г.
Апрелĕн 25-мĕшĕн¬че районти автовокзалпа юнашар юсав ĕçĕсем хыççăн Хĕрлĕ Чутай райповĕн «Апатлану»ТЯО-н «Пион» киоскĕ ĕçлеме пуçларĕ. Пысăках мар, анчах илемлĕ те хăтлă пÿлĕмре халĕ кăмăл тăвакансем пицца илсе çиме пултараççĕ. Хальлĕхе 6 тĕслĕ пицца тутанса курма май пур: «Пикантная», «Венгерский гусар», «Кубанская» (кăлпассипе), «Таинственный рай» (тăпăрчăпа, ананаспа), «Нептун» (пулăпа), «Руслан» (кăмпапа). Çавăн пекех кунта тĕрлĕ пылак шыв, чей, кофе туянма май пур.
Киоск кашни кунах, шăмат кунсăр пуçне, 10 сехетрен пуçласа 18 сехетчен ĕçлĕ. Туянакансен кăмăлне Надежда Майорова буфетчица тивĕçтерĕ.
Халиччен районта пулман пицца сутакан çĕнĕ киоскра çынсем лăк туллиех пуласса шанас килет.