АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырăлăх эрнине хутшăнса

26 апреля 2008 г.

Апрелĕн 22-мĕшĕнче “Пилеш” ача садĕнче çурхи ырăлăх эрнине хутшăнса ачасен пур ушкăнĕсенче те “Ырă çын ырра вĕрентет” ятпа калаçусем ирттернĕ. Акă, Н.Печникова психолог В.А.Осеевăн “Просто старушка” произведенине пăхса тухнă. Калаçу вăхăтĕнче ачасем ырăлăх çинчен калакан ваттисен сăмахĕсемпе тата сăвăсемпе паллашнă, “Пĕр-пĕрне ăшă сăмах кала” вăййа хутшăннă. Заняти вĕçĕнче ачасем “Если добрый ты” юрра шăрантарнă.

Н.Ладайкина воспитатель А.Барто çырнă “Вовка добрая душа” произведенипе паллаштарнă. Калаçăва 19 ача хутшăнса çак хайлава тĕплĕн тишкернĕ.

Çавăн пекех Т.Кондратьева, Л.Макарова, В.Вазикова тата Н.Галичанова воспитательсем ырăлăх темипе калаçусем ирттернĕ. Вăйăсенче çамрăк ăру активлăх кăтартнă, çут çанталăка, ĕçе, чĕрчунсене юратма хăнăхнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика