АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕрпе тĕллевлĕ усă курăр

30 апреля 2008 г.

Чăваш Ен Президенчĕ Н.В.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура çапла калани пур: «Вĕсемпе (ял хуçалăх çĕрĕсемпе –Авт.) производство ресурсĕ пек усă курни экономикăшăн çеç мар, республикăра пурăнакансемшĕн моральпе йĕркене пăхăнас тата ăс-хакăл сывлăхне аталантарас тĕлĕшпе те пĕлтерĕшлĕ. Çак çĕрсене çаврăнăша кĕртессипе хавхалантарма Правительство кăçалах, асăннă проблемăна эксперимент йĕркипе татса памалли вариант вырăнне, тĕслĕхрен, агротехника ĕçĕсем валли тухнă тăкаксен пĕр пайне республикăн тата вырăнти бюджетсенчен саплаштарма сĕннине, вырăнлă тесе шутлатăп. Шанатăп: çакă ÿсен-тăран продукцине ÿстерме те пулăшать, тата хăй хакне пурлăх енчен те, кăмăл-туйăм енчен те тавăрать».

Пирĕн районăн 69.169 гектар çĕр лаптăкĕ, ăна кадастрта шута илнĕ. Иртнĕ çул ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсем 13.123 гектар çĕре кăпкалатса тырă акса, çĕр улми лартса хăварнă. 2006 çулта 14.146 гектарпа усă курнă, урăхла каласан, ял хуçалăх культурисем ÿстернĕ. Юлашки вăхăтра акăнмасăр юлнă лаптăксем нумайлансах пынă. Паян район территорийĕнче хуçасăр, хыт хура ăшне путнă çĕрсем сахалах мар. Паллах, çĕрпе мĕнле усă курнине федераци агенствин управленийĕн Чăваш Енри куçман пурлăх обекчĕсен кадастрĕн районти уйрăмĕ сăнасах тăрать. Пĕлтĕр ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсен 15.024 гектар çĕрне тĕрĕсленĕ, 1200 гектарĕпе тĕллевлĕ усă курманнине палăртса хăварнă.

«Урожай», «Нива», «Искра», «Четайский», «Марксист», «Маяк», «Родина» хуçалăхсенче тырă ÿсмелли çĕрсем çине алă сулнă. Маларах сухаласа акнă çĕр лаптăкĕнче çум курăк ашкăрса çитĕнет. «Марксист», «Урожай», «Маяк», «Четайский», «Родина» хуçалăхсем хут çинче кăна шутланса тăраççĕ. Панкрута тухнă май вĕсен ячĕсене улăштарнă-ха, анчах çĕрĕсен хуçисем çук. Колхозсемпе ял хуçалăх кооперативĕсем çапла арканса пыни, тыр пул тухăçĕ пĕчĕк пулни çинчен сăмах хускатсан, нумай çулсем «Искра» колхоза ертсе пынă, Социализмла Ĕç Геройĕ А.Д. Смалайкин хаш сывласа çапла калани асрах-ха: «Эпир ĕлĕкрех мĕн пур лаптăка лашасемпе сухаласах акса хăвараттăмăр. Кашни тăваткал метр çĕрпе усă курма тăрăшаттăмăр. Хăватлă тракторсем туянсан вара ĕçе тата лайăхрах йĕркелесе ятăмăр. Тыр-пул тухăçне те ÿстерсех пытăмăр, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси те çÿллĕ шая çĕкленчĕ».

Апрелĕн 22-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе, ял хуçалăхĕпе экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕпе А.П.Самылкинпа «Асамат» ТЯО-н Сĕнтĕкçырми уйрăмне çитсе куртăмăр. МТЗ-1221 йышши трактор хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче юрăхсăра тухнă кунта. Унăн двигателĕ «шакканă». Çакă мĕн çинчен калать-ха; Çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланиччен ăна тĕплĕн тĕрĕслемен, шанчăклă юсаман. Уйрăмра тырă акма мар, пĕр гектар çĕр те хатĕрлемен. Эпир пынă кунхине кăна сеялкăна йĕркене кĕртме пикенчĕç.

– Халĕ калчасене минерал удобренийĕсемпе апатлантараççĕ, – терĕç механизаторсем. – Ку ĕçре районти коммуналлă хуçалăх предприятийĕн Т-150 йышши тракторĕ те пулăшать.

Трактористсем çителĕксĕрри çинчен калаçу пуçарсан вĕсем çапла каларĕç: «Укçа тÿлемесен кам ĕçлет; Çамрăксем халĕ «шапашкăна» тухса каяççĕ. Виçĕ эрнере 20-шер пин илсе килтĕмĕр тесе мухтанаççĕ».

Ĕçе тивĕçлипе йĕркелесе яман çĕрте ăçтан-ха çĕрпе тĕллевлĕ усă курăн; Агротехникăна пăхăнманни те çухатусем патне илсе пырать. Чăнах та, юлашки çулсенче ял хуçалăх агрегачĕсем те, çунтармалли-сĕрмелли материалсем те хакланса кайрĕç. Çакăн пек лару-тăрура йывăрлăхран тухаймаççĕ те ĕнтĕ хăш-пĕр хуçалăхсем. Лизингпа туяннă техникăшăн укçапа татăлаймаççĕ кун пеккисем. Акă, «Путь Ильича» УАО маларах темиçе тĕш тырă комбайнĕ илсе килнĕччĕ. Укçа куçарса паман пирки кăçал механизаторсен вĕсемпе сыв пуллашас хăрушлăх пур. «Асамат» ТЯО-ри Дон-1500 йышши хăватлă комбайна хуçалăхран каялла илсе каяççĕ текен сас-хура çÿрет. Мĕншĕн тесен уншăн укçа тÿлемен.

Республика Президенчĕ каланă тăрăх, акăнман çĕрсем пачах та пулмалла мар. Вĕсене пусă çаврăнăшне кĕртнĕ чухне агротехникăна уйрăмах çирĕп пăхăнса ĕçлени кирлĕ, хуçалăхсенчи çĕр ĕçĕшĕн яваплă специалистсен çакна тĕрĕслесех, сăнасах тăмалла. Çĕре çиелтен çеç шăйăрттарса тухнин усси çук. Кун пек чухне лаптăк çум курăкпа хупланать – шурут, сĕтлĕ пиçен, кукша пуç, ут кăшкарĕ, чĕкеç курăкĕ, армути, анра çарăк, чăрăш тăрри тата ытти те ашкăрса ÿсеççĕ. Лаптăксене плугпа сухаланине нимĕн те çитмест. Кĕрхи çĕртмене 25-30 сантиметр тарăнăш сухаламалла. Ку – пысăк тухăç илмелли шанчăклă технологи.

Çуркунне анасем çинче шыв çулĕсем нумайланнине те курма пулать. Çакна чарса лартма халăхпа кар тăрса тухмалла. Тăпран пулăхлă сийĕ юхса ан кайтăр, çырма-çатра ишĕлесси чарăнтăр тесе çанă тавăрса ĕçлемелле. Ку эрозие хирĕç кĕрешме те пулăшĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика