30 апреля 2008 г.
Кăçал çур аки ĕçĕсем иртерех пуçланчĕç. “Нива” тата “Победа” хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене районта чи малтан акса пĕтернĕ. Паян-ыран “Аккозинский” ял хуçалăх пĕрлешĕвĕнче те çак ĕç вĕçленет. Кăçал пурĕ 3911 гектар çуртрисем акмалла, ку таранччен 50 процентне акса хăварнă. Кĕр калчисене 3180 гектар çинче минерал удобренийĕсемпе апатлантарнă. Хальхи вăхăтра çум курăксене хирĕç кĕрешес тĕллевпе лаптăксене гербицид сапас ĕçе пуçламалла.
Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пур çĕрте те майăн 5-мĕшĕ тĕлне акса пĕтермелле. Шел пулин те, районти “Путь Ильича” УАО, “Асамат”, “Сура”, “Искра-Хмель” хуçалăхсенче ака-суха ĕçĕсене кирлĕ пек йĕркелемен.
Пирĕн усă курман çĕрсем 2900 гектарпа танлашаççĕ. Вăл шутра 800 гектарне çур акинче пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Ку енĕпе “Коминтерн” ЯХПК ырă тĕслĕх кăтартнине палăртма пулать. Кунта халиччен усă курман 243 гектар çĕрпе тĕллевлĕ усă курас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Ытти çĕрте те çак ĕçе вăйлатни кирлĕ.