30 апреля 2008 г.
Ырă ĕçсен çулĕпе Çемье çулталăкне халалланă мероприятисем районта чылай иртеççĕ. Апрелĕн 24-мĕшĕнче ЗАГС пайĕнче савăнăçлă лару-тăрура ача амăшĕсене сертификат парса чысланă. Сăмах май, паянхи куна амăшĕн капиталĕ 271,250 пин тенкĕпе танлашать.
Телейлĕ амăшĕсене райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева саламланă, «çĕнĕ кайăксене» тивĕçлĕ пăхса ÿстерме, патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçлĕ усă курма сĕннĕ. Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ В.Н.Кузнецова ача амăшĕн капиталне илмелли йĕркесем çинчен каланă, амăшĕсене демографиллĕ лару-тăрăва лайăхлатса пынăшăн тав тунă, чун тĕпренчĕкĕсене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерме ăнăçу та телей суннă.
Юлашкинчен сертификата тивĕçнĕ ача амăшĕсем – Л.Герасимова (Хĕрлĕ Чутай), В.Михайлова (Кив Атикасси), М.Рябченко (Хĕрлĕ Чутай), Р.Данилова (Трапай), Г.Журавлева (Хватукасси), А.Матейкина (Туктамăш) – çемьесене тимлĕх уйăрнăшăн пурне те тав тунă.
Çуралччăр ачасем, йыш хушчăр çемьесем. Амăшĕн капиталне илекенсен хисепĕ те ÿссе пытăр.