30 апреля 2008 г.
Пирĕн çĕршывра çамрăк ăру ăс-хакăлпа вăй-хал тĕлĕшĕнчен çирĕп ÿстĕр тесе сахал мар ĕçлеççĕ. Ачасем шкулта пĕлÿ илнипе пĕрлех уроксем хыççăн та тавра курăма ÿстереççĕ, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ. Акă, районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД ĕçченĕсем вĕрентÿ пайĕпе тата РОСТО Канашĕпе пĕрле кашни çулах çул-йĕр çинчи çамрăк инспекторсен конкурсĕсене йĕркелеççĕ. Çакăн пек тупăшу кăçал апрелĕн 25-мĕшĕнче Мăн Этменти вăтам шкулта иртрĕ. Кунта çакна та каласа хăвармалла. Мăнэтменсен асфальт сарса хытарнă тикĕс лаптăк пур. Ачасен велосипедпа тĕрлĕ фигурăсем туса ярăнса кăтартмаллине шута илсен, ку питех те кирлĕ. Çавăн пекех шкул дирекцийĕ çамрăк инспекторсемпе конкурссем йĕркелеме классем уйăрса парать. Акт залĕпе те усă кураççĕ.
Ăмăртăва пурĕ сакăр шкул – Питĕркассинчи, Мăн Этменти, Шулюри, Мишеркассинчи, Çĕн Атикассинчи, Хусанушкăнчи, Атнарти тата Хĕрлĕ Чутайри ачасен командисем хутшăнчĕç. Тĕрĕсрех калас пулсан, 10-12 çулсенчи хĕр ачасемпе арçын ачасем хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç. Хăш-пĕр коллективсем ятарлă тумпа килнĕ. Судьясем çакна лайăх хак пачĕç. Теприсем тата, тĕслĕхрен, Çĕн Атикассинчи вăтам шкултан, ятарлă тумсăрах çитнĕ тата 12 çултан аслăрах ачасем те пур.
Конкурссем пуçлансан çул-йĕр правилисене чи лайăх пĕлекенсем палăрчĕç. Арçын ачасем хушшинче Хусанушкăнь шкулĕнче вĕренекен Максим Смирнов çĕнтерчĕ. Хĕр ачасенчен Шулюри Мария Никитина мала тухрĕ. “Эрудит” конкурсра Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкула çÿрекен Димитрий Мидейкин ыйтусене пуринчен те хăвăртрах хуравланипе палăрчĕ. Аманнисене медицина пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе Атнарти вăтам шкулти Виктория Яковлева пĕрремĕш пулчĕ.
Çамрăк корреспондентсен конкурсĕ те иртрĕ. Кунта кашни шкултан пĕр ача хутшăнчĕ. Вĕренекенсене çур сехет вăхăт пачĕç, вĕсен çак хушăра хăйсене лекнĕ билетри темăна уçса памалла пулчĕ. Ачасенчен пĕри те сĕтел хушшинче 30 минут таран лармарĕ, 17-20 минутрах ĕçе вĕçлерĕ. Акă, Питĕркасси шкулĕнчен килнĕ Илья Федоров “Велосипед – манăн тус” ыйтăва хуравланă. Кĕске материалтах çак транспорт уссине лайăх кăтартса пама пултарнă. Вăл çамрăк корреспондентсем хушшинче шанчăклăнах çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Анна Крыцовкина (Мăн Этмен), виççĕмĕшĕнче – Татьяна Храмова (Мишеркасси).
Чи интересли – велосипедпа тĕрлĕ фигурăсем туса ярăнасси, чăрмавсем витĕр тухасси. Кĕске кăна трассăна чи хăвăрт тата кашни чăрмавранах лайăх иртсе каякан кăна çĕнтерÿçĕ пулса тăрать. Ку конкурсра Мăн Этменте вĕренекен Игорь Дагаковпа Ольга Горбунована çитекенни пулмарĕ. Иккĕшĕ те велосипедпа питĕ лайăх ярăнаççĕ, унпа кăткăс фигурăсем тăваççĕ.
Командăсен кĕрешĕвĕнче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкул çĕнтерчĕ. Унти ачасем район чысне республикăра хÿтĕлĕç. Иккĕмĕш вырăнта – Шулюри, виççĕмĕшĕнче Питĕркассинчи çул-йĕр çинчи çамрăк инспекторсем.
Çĕнтерÿçĕсене ГИБДД сотрудникĕ А.Майоров Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысларĕ, РОСТО Канашĕн председателĕ В.Егоров укçан преми парса хавхалантарчĕ.