30 апреля 2008 г.
Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен Центрта хальхи вăхăтра 201 çын учетра тăрать. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта ĕç шыраса 226 граждан пынă, 138-шне предприятисемпе организацисене вырнаçтарнă. 24-шне обществăлла ĕç тупса панă. Çавăн пекех 14 çын профессиллĕ пĕлÿ илме вĕренме кайнă.
Центрта халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе чылай ĕç туса ирттереççĕ. Апрель уйăхĕнче, акă, “Ĕçе ăнăçлă вырнаçмалли мĕн пур вăрттăнлăхсем” черетлĕ тренинг йĕркеленĕ. Ăна “Аспект” вĕренÿпе методика центрĕн психологĕ Валентина Яркова ертсе пынă. Занятие ĕçсĕр 10 граждан хутшăннă: 8 хĕрарăм, çар службинчен килнĕ тепĕр çын, пĕр инвалид. Вĕсене ĕç паракансемпе мĕнле калаçмаллине вĕрентнĕ. Çавăн пекех ĕç вăййисем, дискусси, тест, психогимнастика хăнăхтарăвĕсем ирттернĕ.
Апрель уйăхĕнчех Центрта ĕçсĕр граждансемпе “Харпăр хăй ĕçне мĕнле пурнăçламалла” ятпа вĕренÿ семинарĕ пулнă. Ăна “Аспект” директорĕ Александр Колесников ирттернĕ. Предпринимателе теори пĕлĕвĕ тата практика хăнăхăвĕ кирлине шута илнĕ. Семинарта нумайăшĕ активлăх кăтартнă, кашнин пĕчĕк бизнеспа ĕçлес кăмăл-туйăмĕ ÿснĕ.