30 апреля 2008 г.
Атнар ял тăрĕхĕн специалисчĕсем, уйрăмах унăн ертÿçи А.Кузнецов, ырă ĕçсем тăвассипе ыттисенчен ирттереççĕ тесе çирĕплетсех калама пулать. Атнарсем яланах пултарулăхпа, ĕçченлĕхпе палăрса тăни никамшăн та вăрттăнлăх мар.
Хальхи вăхăтра пур çĕрте те тасалăхпа тирпейлĕхшĕн тар тăкса ĕçлеççĕ. Илемлĕхе хамăршăн тăватпăр-çке. Нумай пулмасть атнарсем масар çинче йĕрке турĕç, картасене çирĕплетрĕç. Çак кунсенче вара пырса çÿрекенсене валли масар айккине нушник (туалет) туса лартрĕç.
– Пирĕн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ питĕ тĕрĕс шухăшлать, нумай ырă ĕç пуçарать. Масар çинче йĕрке пулмаллах, унта нушникĕ те тем пекех кирлĕ, – теççĕ Атнар ял тăрăхĕнче пурăнакансем.