АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăсене пулăшатпăр

30 апреля 2008 г.

Нумаях пулмасть чăваш чĕлхипе литература кабинечĕсен республикăри смотр-конкурсĕн районти тапхăрĕ иртнĕ.

Ку конкурса чăваш чĕлхипе литературине вĕрентессине лайăхлатас, паянхи кун ыйтнипе килĕшсе тăракан, пĕлÿ шайне ÿстерме пулăшакан вĕрентÿ кабинечĕсене йĕркелес ĕçри паха опытпа паллаштарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Конкурсăн районти тапхăрне 11 вăтам тата тĕп шкул хутшăннă. Атнарти, Питĕркассинчи, Тралькассинчи, Хусанушкăнчи чăваш чĕлхипе литература кабинечĕсем тивĕçлĕ виçепе килĕшсе тăнине палăртнă. Кунти шкулсенче тăван чĕлхене вĕрентекенсем хăйсен ĕçĕнче вĕрентÿри çĕнĕ йышши технологисемпе усă кураççĕ, проектсем тăвассипе те, портфолио, кабинетсен паспорчĕсене йĕркелессипе те ĕçлеççĕ.

Конкурсăн районти тапхăрĕнче çĕнтернĕ Атнарти вăтам шкулăн чăваш чĕлхипе литература кабинечĕн материалĕсене республика шайĕнче иртекен смотр-конкурса ярса панă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика