30 апреля 2008 г.
Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти тĕрлĕ машинăсене тĕрĕс¬лесе тăракан патшалăх инспекцийĕн хушăвĕ тăрăх, республика территорийĕнче, çавăн пекех районта та, майăн 5-16-мĕшĕсенче «Частник» профилактика операцийĕ ирттерме йышăннă. Çавна май комисси туса хунă. Унăн йышне техника асăрхавĕн инспекцийĕн патшалăх аслă инспекторĕ, налук инспекцийĕн инспекторĕ, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн инспекторĕ кĕрет. Çавăн пекех кашни ял тăрăхĕнчен пĕрер специалист пулать.
Районта уйрăм çынсен 239 трактор, 102 трактор прицепĕ шутланса тăрать. Хальхи вăхăтра чылайăшĕ вĕсемпе çурхи ĕçсенче усă кураççĕ. Хĕрÿ ĕç çи тапхăрĕнче инкек-синкексем ан пулччăр тесе тракторсемпе кăкарса ĕçлемелли агрегатсене шанчăклăхне палăртас тĕллевпе «Частник» операци ирттерме йышăннă. Операци вăхăтĕнче трактор тĕрĕслев витĕр тухнине, техникăна регистрацие тăратнине, механизаторăн удостоверени пулнине, налук органне деклараци тăратнине пăхаççĕ. Усă курма юрăхсăр техникăна регистрацирен кăларассипе те ĕçлетпĕр.
Çÿлерех асăннă йĕр¬кесене пăхăнман çынсене çирĕп айăплаççĕ.