АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçмели шыв пахалăхне тĕрĕслесе

30 апреля 2008 г.

Прокуратура ĕçченĕсем районта халăха пахалăхлă таса шывпа тивĕçтересси еплерех пурнăçланнине тишкернĕ.

2008 çулта Çĕмĕрлери санитарипе эпидемиологи асăрхавĕн центрĕ шывăн 11 тĕслĕхне илсе тĕрĕсленĕ, вĕсенчен пĕри борпа литий пулнипе санаторипе гигиена нормисене пăхăнса тăманнине тупса палăртнă. Микробиологи кăтартăвĕсемпе 17 шыв тĕслĕхне тĕрĕсленĕ, вĕсем пурте нормăпа килĕшсе тăнă.

Роспотребнадзорăн Çĕмĕрлери управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, шывра бор пулни тасамарлăхран мар, çутçанталăкри шыв хутăшĕнчен килет.

Районта халăха шывпа коммуналлă хуçалăх тивĕçтерсе тăрать. Хĕрлĕ Чутай салине шыв 6 артезиан çăлĕнчен пырать.

Прокуратурăпа Роспотребнадзор ĕçченĕсем тĕрĕслев вăхăтĕнче шывпа тивĕçтерес ĕçре коммуналлă хуçалăх йĕркене пăснине тупса палăртнă: çĕр айĕнчи шыва илсе тăрса унпа усă курма ирĕк паракан лицензи çук, шыв пахалăхне химипе микробиологи кăтартăвĕсемпе лаборатори майĕпе тĕрĕслесе тăрассине йĕркелемен. Çавăн пекех коммуналлă хуçалăх шывпа тивĕçтерес ĕçре усă куракан артезиан çăлĕсенче бор нормăпа пăхнинчен çичĕ хут ытларах пулнине тупса палăртнă. Пĕлтĕр кунта шыв башнисен профилактика тасатăвĕпе дезинфекцине ирттермен. 2007-2008 çулсенче коммуналлă хуçалăх ĕçмелли шывăн пахалăхне тĕрĕсленин пĕтĕмлетĕвĕсене район администрацийĕпе шывпа усă куракансем патне çитермен.

Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, коммуналлă хуçалăх директорĕ патне çитменлĕхсене пĕтерме 2 представлени тăратнă, çавăн пекех йĕркене пăсни çинчен административлă ĕç пуçарнă, çак ĕçе пăхса тухнă хыççăн коммуналлă хуçалăх директорне 4000 тенкĕ штраф пама йышăннă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика