АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă инваличĕсене – автомашина

07 мая 2008 г.

Вăрçă инваличĕсене – автомашина

Çулсем шăваççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 63 çул çитет. Вăхăт иртнĕ çемĕн вăрçа хутшăннисем сахаллансах пыраççĕ. Паттăр салтаксем хаяр çапăçусенче çĕршывăмăрăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне упраса хăварассишĕн хăюллăн çапăçнă, çĕнтерÿ тунă. Вĕсем умĕнче эпир ĕмĕр парăмра.

Çĕнтерÿ уявĕ çывхарнă май район территорийĕнче мероприятисем чылай иртеççĕ, вăрçă инваличĕсемпе тыл ĕçченĕсене чысласа саламлаççĕ. Кăçалхи майăн 1-мĕшĕ – Çуркуннепе Ĕç уявĕ, хăйне майлă паллă кун пулчĕ. Çав кун Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç фашисчĕсене хирĕç пурнăçа шеллемесĕр кĕрешнĕ, çав хаяр çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă салтак-ветерансене – Тури Çĕрпÿкассинчи Петр Тихонович Задонскийпе Атнарти Семен Иванович Орлова çăмăл автомашинăсем парса чысларĕç. Район пуçлăхĕ А.И.Криков вăрçă инваличĕсене хаклă парнене тивĕçнĕ ятпа ăшшăн саламларĕ, Çĕнтерÿ пĕлтерĕшне палăртса ватă салтаксене чун-чĕререн тав турĕ, канлĕ ватлăх сунчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика