07 мая 2008 г.
Эпир Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă салтаксемпе мăнаçланатпăр. Вĕсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр çĕршыва хÿтĕленĕ, çĕнтерĕве çывхартнă. Шел те, вĕсен йышĕ çултан-çул чакса пырать. Питĕркасси ялĕнче те вăрçа хутшăннисем паянхи кун виççĕн çеç пурăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри – Михаил Иванович Митрофанов.
М.И.Митрофанов халĕ 83 çулта. Вăрçă пуçланнă çула лайăх ас тăвать. 16 çулхи çамрăк ун чухне тăван колхозра ĕçленĕ. 7 класлă пĕлÿ илнĕскерĕн ĕмĕт-тĕллевĕсене пĕтĕмпех вăрçă татнă. Ялти халăх мĕн вăй çитнĕ таран йывăрлăхсене пăхмасăр фронт валли ĕçленĕ. Михаил Иванович та çав йышра пулнă.
1943 çулта 18 çулхи Михаилăн та çара кайма ят тухать.
– Ялтан вăрçа пĕр çулхисем 13-ĕн тухса кайрăмăр. Тĕрлĕ фронт тăрăх салатрĕç пире. Манăн шăпа Инçет Хĕвелтухăçнелле пулчĕ – артиллери полкне çаклантăм. Эпир тупăсенчен персе пехота валли çул уçса пытăмăр. Вăрçăра хăрушă самантсем нумай пулса, Маньчжури, Япони, Китай чиккисенче хамăр çĕршыва эпир тивĕçлĕн хÿтĕлерĕмĕр, çĕнтерÿ турăмăр турăмăрах. Япони самурайĕсене хирĕç пынă çапăçусене те хутшăнса, медаль те пур, – аса илсе каласа пачĕ вăрçă ветеранĕ.
М.И.Митрофановăн çĕнтерÿ хыççăн та служба малалла тăсăлнă. 1948 çулта çеç вăл тăван яла таврăннă, каллех мирлĕ ĕçре тăрăшнă.
Михаил Иванович тăван ялта уй-хир бригадирĕнче, кладовщикра чылай çул ĕçленĕ, пĕр хушă колхоз председателĕн çумĕ пулма та тÿр килнĕ ăна. Ял Канашĕнче те тĕрлĕ должноçсенче тимленĕ. Вăрман хуçалăхĕнче те ĕçлесе пăхнă, шкулта завхозра 7-8 çул вăй хунă. Питĕркассинчи ферма заведующийĕнче ĕçлесе вăл тивĕçлĕ канăва тухнă. Фронтовика ялта хисеплеççĕ. Ветеран кăмăлĕпе те ырă, çынпа та вашават, ĕçлеме те нихăçан ÿркенмен, ÿркенмест те.
Вăрçă ветеранне 1941-1945 çулсенче паттăрлăх кăтартнăшăн Аслă Отечественнăй вăрçăн II степень орденĕпе, «Фронтовик» паллăпа, «Японие çĕн¬тернĕшĕн» тата ытти медальсемпе наградăланă.
Унăн мăшăрĕн, Нонна Степановнан, кун-çулĕнче те вăрçă çулĕсем тарăн йĕр хăварнă. Унтан та хăрушши – ашшĕне кулак тесе айăпланине вăл паян та манаймасть. Вĕсен çемйине Çĕпĕре ăсатнă. Тăванĕсем хĕрхенсе 2 хĕрне пытарса хăварнă, Ноннăна куккăшĕсем пăхнă. Унтан таврăнсан ашшĕне “спекулянт” тесе каллех тĕрмене хупнă. Амăшĕ тертлене-тертлене ачисене пĕчченех ÿстернĕ. Вăрçă чарăнсан ашшĕ киле таврăннă. Аслă пиччĕшĕсем вăрçă хирĕнче паттăрла пуçĕсене хунă. Хĕрарăмсем çĕнтерĕве çывхартас тесе тылра хастар ĕçленĕ, окопсем чавма çÿренĕ.
Пĕр тăвансенчен халĕ вĕсем виççĕн пурăнаççĕ: Матрена Тумликассинче тăван килте пĕчченех кун кунлать, II Липовкăри Анастасия йывăр чирлĕ, ăна Тамара хĕрĕ пăхать.
Пĕтĕмĕшле илсен, Нонна Степановнапа Михаил Иванович Митрофановсем хăйсен пурнăçĕнче сахал мар хура-шур курнă. Темĕнле йывăр пулсан та пуç усман вĕсем, 3 ачана кун çути панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă.
– Вăрçă пире нумай терт кăтартрĕ. Ачасемпе мăнуксем, вĕсен ачисем нихăçан та пирĕн нушана ан курччăр. Çĕр çинче яланах мир тата килĕшÿ хуçаланччăр, – теççĕ ветерансем.