АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпейлĕхе хамăршăн тăватпăр

07 мая 2008 г.

Тирпейлĕхе хамăршăн тăватпăр

Атнар ял тăрăхĕн сăн-сăпачĕ улшăнса, çĕнелсе пынине, кунта пурăнакансем тасалăхпа тирпейлĕхшĕн тăрăшса ĕçленипе çыхăнтармалла. Ял-йыша ку енĕпе пур енлĕн хавхалантарас тĕлĕшпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кузнецов сахал мар тăрăшать. Кăçал вăл тăрăхри «Чи тирпейлĕ урам» конкурс ирттерме йышăннă. Акă, апрелĕн 24-мĕшĕнче Березовка ял çыннисем кунти клуб администраторĕ Т.Майорова тата ял старости Ю.Лаптев пуçарнипе экологи субботникĕ ирттерчĕç. Ырă ĕçе ял çамрăкĕсемпе шкул ачисем те хастар хутшăнчĕç.

Шкулта вĕренекенсем урамсем тăрăх çÿресе сапаланса выртакан кирлĕ мар ăптăр-каптăра пуçтарчĕç. О.Сапожников водитель вара автомашинăпа çÿп-çапа уя турттарчĕ, унта пухăннă тасамарлăха çунтарса тăчĕç. Çав вăхăтрах тепĕр ушкăн йывăç лартассипе тимлерĕ, çамрăк хунавсене выльăх-чĕрлĕх сăтăр тăвасран карта тытса çавăрчĕ. Ял халăхĕ çырма урлă каçса çÿремелли вырăн япăхнăран кĕпер хывса хăварнине те палăртмалла.

Çав кун ял-йыш чылай ырă ĕç турĕ. Вĕсем тавралăха тасатса тирпейленĕшĕн чунтан савăнчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика