АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-çулăма парăнтаракансем

07 мая 2008 г.

Вут-çулăма парăнтаракансем

Çĕр çинче мĕнле кăна професси çук-ши; Тĕрлĕрен пулаççĕ вĕсем: çăмăллисем те, йывăррисем те... Пушар хуралĕнче тăрăшакансен ĕçĕ вара хăрушшисенчен пĕри. Вут-çулăма парăнтараççĕ, тем чухлĕ пурлăх çăлса хăвараççĕ, çынсене инкекрен хăтараççĕ. Апрелĕн 30-мĕшĕнче Раççейри пушар хурал службине туса хунăранпа 359 çул çитрĕ. Уява паллă тума районти 33-мĕш номерлĕ пушар хуралĕн отрячĕн водителĕсем, боецсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем, хăнасем пĕрле пухăнчĕç.

– Паян – уяв. Пирĕн службăна влаçра патша ларнă чухнех туса хунă, – терĕ пушар хуралĕн отрячĕн ертÿçи Ф.В.Михеев. – Революци хыççăн ку енĕпех Декрет кăларнă. Халĕ эпир Чăваш Республикин граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комитетăн тытăмне кĕретпĕр. Пирĕн коллектив пысăк мар – пурĕ 18 çын. Пурлăх никĕсне те çирĕп темеллиех çук пулĕ. ЗИЛ йышши 4 машина çинчи автоцистернăсемпе усă куратпăр.

Чи хаклă пуянлăх – çынсем. Кунта ĕçе чун-чĕререн парăннă водительсемпе боецсем тăрăшаççĕ. Акă, илер-ха, Алексей Кодякова. Вăл пĕрремĕш класлă шофер, 27-мĕш çул пушар хуралĕнче. Кăçал унăн тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт. Аптăрамасть-ха ветеран, çамрăксене хăйĕн пуян опычĕпе паллаштарать. Е тата А.Дадюкова илер. Вăл – боец, çак ĕçре нумай çул ĕнтĕ. Хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçласа пынипе палăрнă. Н.Князьков та хастар, пултарулăхĕпе вăй-халĕ çăл куç пек тапса тăрать.

Федор Владимирович вут-çулăма парăнтаракансен пĕр ушкăнне укçан преми парса хавхалантарчĕ.

Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, чрезвычайлă лару-тăрупа пушара хирĕç кĕрешессине йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлекен районти комисси председателĕ И.Л.Хораськин ăшшăн саламларĕ, А.Кодяковпа Н.Князькова райадминистрацин Хисеп грамотисемпе наградăларĕ. Вут-кăвар пысăк инкек патне илсе çитернине, çавăнпа та пур çĕрте те асăрханулăха ÿстермеллине палăртрĕ.

– Сирĕн те ĕç условийĕсем лайăхланаççĕ авă, – терĕ Иван Лаврентьевич. – Халĕ пушар хуралĕн отрячĕ вырнаçнă çурта çут çанталăк газĕ кĕртес ĕç пырать. Çурт тăррине витесси вĕçленнĕ. Çакă сире хăвăрăн тивĕçĕре тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама пулăштăр. Хальхи вăхăтра эпир çулсем, пĕвесем тăвас, шыв уçлакан башньăсем лартас тĕлĕшпе тăрăшатпăр. Пĕлтĕр ялсене илсе пыракан çулсене 27 километр тăршшĕ асфальт сарса хытарнă. Малашне ялсенчи урамсенче асфальтлă çулсем хывассипе ĕçлемелле. Паллах, хĕл кунĕсенче юр хÿсе тултарни вут-кăвар тухас пулсан вырăна çитме чăрмав кÿрет. Халĕ бульдозерсем çителĕксĕррине пурте аван пĕлетпĕр.

Районта пушара хирĕç кĕрешмелли 4 пост пулмалла. Атнарти пост республикăра та чи лайăххисен шутĕнче. Кив Атикассинче тепĕр пост йĕркелесе яма тăрăшатпăр. Анчах укçа çитменни чăрмав кÿрет. Сăмах май, республикăри гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитетне 5 автоцистерна ыйтса çыртăмăр. Çак ыйту хăçан татăлассине халĕ калама çук-ха.

Пухăннисене çавăн пекех райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру пайĕн начальникĕ В.Н.Романов, пушар хуралĕн асăрханăвĕн инспекцийĕн начальникĕ А.Михатайкин, вырăнти ветерансен Канашĕн председателĕ В.С.Перлов, пушар хуралĕн ветеранĕ С.Е.Баринов саламларĕç, йывăр та пархатарлă ĕçре шанчăклăн малалла утма ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Юлашкинчен “Пилеш” ача садне çÿрекенсен пĕр ушкăнĕ пĕчĕк концертпа савăнтарчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика