АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлĕ канура пулин те

07 мая 2008 г.

Ешĕл вăрман хĕрринчи ялта, Хĕрлĕ Çырта çуралса ÿснĕ вăл, Нина Николаевна Васильева. Инçех те мар анлă улăх тăсăлать, Сăр шывĕ юхса выртать. Хушăран поезд çĕр чĕтретсе иртет. Ял ир-ирех кайăксен чĕвĕл юррипе вăранать. Унта та кунта ĕне, сурăх макăрни илтĕнет. Çынсем витрисене чанкăртаттарса шыв ăсма тухни курăнать. Мĕн каласси пур, илемлĕ тавралăх, чуна тыткăнлакан, чĕрене çывăх сăнсем кунта.

– Эпĕ йышлă çемьерен, – тет Нина Николаевна. – Пирĕн кил-йышра 5 хĕр ача, пĕр арçын ача ÿссе çитĕнчĕç. 1967 çулта Березовкăри сакăр çул вĕренмелли шкула пĕтертĕм. Ĕç биографийĕ «Коминтерн» колхозра çырăнма пуçларĕ.

Кайрантарах вăл Шупашкарти пир-авăр комбинатне кайса ĕçе вырнаçнă. Пир-авăр тĕртекен пулса 5 çул ĕçленĕ. Хула хĕрех пулса кайнă темелле: рабочисен йышне кĕнĕ, сменăпа ĕçе çÿренĕ. Канмалли кунсенче кинотеатрсенче пулса тĕрлĕ фильмсем курнă. Анчах чун тăван тăрăхах туртăннă. Яла килсен, 1974 çулта, пĕр урамри Николай Васильевпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Хыççăн кĕпер хывакан отрядра ĕçлекенсем валли апат пĕçернĕ. Çĕвĕç-мотористка специальноçне алла илнĕ те çак ĕçре 12 çул тăрăшнă.

Санитарипе эпидемиологи станцийĕн тĕп врачĕ пулса Г.С.Криков ĕçленĕ чухне Нина Николаевна кунти лабораторие вырнаçать.

– Ун чухне пирĕн патра 21 çын тăрăшатчĕ, – каласа пачĕ Н.Васильева. – 12 пÿлĕм çăваттăм, вĕсене тирпей-илем кĕртеттĕм. Халĕ лабораторие районти тĕп больница çине куçарчĕç. 4 çын кăна юлтăмăр.

Нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă çынна çакă пăшăрхантарать. Ара, туслă коллектива аркатрĕç-çке. Оборудовани те кивелсе пырать. Ун вырăнне çĕнни туянас пирки сăмах та çук.

Нина Николаевна лабораторине пырсанах пробиркăсене çуса тасатать, вĕсене стерилизацилеме парать. Пробиркăсем тенĕрен, вĕсем сахал мар кирлĕ. Больницăна сывалма килнĕ çынсем тĕрлĕ анализ параççĕ вĕт. Лабораторин тĕп врач тивĕçĕсене Людмила Ешмейкина пурнăçласа пырать. Алевтина Шараповапа Тамара Митейкина лаборанткăсен те опычĕ пысăк.

– Пурте ĕç çине чăн-чăн хуçа туйăмĕпе пăхаççĕ, – тет Нина Николаевна. – Пĕр-пĕрне кÿрентермесĕр пурăнма тăрăшатпăр. Паянхи ĕçе ырана хăварма юрамасть пирĕн.

Н.Васильева 2007 çулхи сентябрь уйăхĕнче тивĕçлĕ канăва тухнă. Апла пулин те ĕç пăрахма шутламасть-ха вăл. Кашни ирех тулли кăмăлпа лабораторине тухса утать, каç пулттипе лайăх туйăмпа Хĕрлĕ Чутайăн Çĕнĕ центрĕнчи хваттерне таврăнать. Çакăнтан ырри, лайăххи урăх мĕн пур-ши; Тăван яла кайса пахчара ĕçлени те канăç кÿрет. Хăв аллупа лартса ÿстернĕ пахча çимĕçрен хаклăраххи нимĕн те çук-çке.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика