АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çитменнисем йĕркене пăсаççĕ. Мĕншĕн

07 мая 2008 г.

Райадминистрацин çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси социаллă йывăр çемьесене шута илсе вĕсене тĕрĕс çул çине тăма пулăшассипе, çул çитмен çамрăксене преступлени тăвасран хăтарассипе тимлет.

Паллă ĕнтĕ, эрехпе туслашнă ашшĕ-амăшне ачасен вĕренĕвĕ те, шкулти пурнăç та кăсăклантармаççĕ. Аслисем ирĕк пурнăçа хăнăхнине вара çитĕнекен ăру та аван сисет: вĕсенчен тĕслĕх илсе «хаяррине» тутанма пуçлать, унтан преступлени тăвасси те инçе мар...

Хальхи вăхăтра 61 çемье йывăр лару-тăрура шутланать, вĕсенче çул çитмен 100 ытла ача пурăнать.

Комисси çавăн пек çемьесене çитсе вĕсемпе профилактика ĕçĕсем ирттерсех тăрать, çул çитмен ачасен пурнăçне сăнаса-тишкерсе пырать, социаллă пулăшупа тивĕçтерет. Ĕçкĕç ашшĕ-амăшĕсене эрех ĕçессинчен юсанма янă тĕслĕхсем те пур.

Тĕрĕслев рейчĕсенче спецалистсем çемьери кашни çынпа тĕл пулса калаçаççĕ, тĕрĕс çул çине тăмасан ачасене туртса илме пултарни çинчен ăнлантараççĕ. Йăнăша ăнланса йĕркене кĕнисем те пур паллах, анчах хăшĕсем тĕрĕс çул çине тăраймаççĕ. Акă, Серенкассинчи Е.Гвоздерева упăшкине тĕрмене хупсан 2 ачапа тăрса юлнă. Çемье йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Комисси çемье бюджетне лайăхлатас тĕлĕшпе хĕрарăма ĕçпе тивĕçтерекен центра учета тăратнă, ачине ача садне вырнаçтарма пулăшнă. Тепĕр тĕслĕх. Çак ялти С.Мидушкина эрех тыткăнĕнчен тухаймасть. Комисси тĕрĕслевпе пынă чухне те çамрăк хĕрарăм ÿсĕр пулнă, «васкавлă пулăшу» чĕнсе ăна пĕрремĕш пулăшу панă, стационара вырттарса сыватнă. Асăннă ялта пурăнакан Малышевсем те ĕçке пула ачисен воспитанийĕпе ĕçлемен. Вĕсем пирки профилактика ĕçне вăйлатнăран çемьене йывăрлăхран çăлса хăварнă. Халĕ хĕрарăм алла пĕр черкке те тытмасть. I Липовкăри Л.Чеблукована та амăшĕн прависĕр хăварас ыйту çивĕч тăрать. Тури Çĕрпÿкасси ялĕнче те эрехпе туслă çемьесем пур. Вĕсене ачисене тивĕçлĕ воспитани парайманшăн çирĕп асăрхаттарнă, тĕрĕс çул çине тăмасан саккунпа явап тыттарма пултарни çинчен каланă.

Килĕшÿпе ăнланулăх çук тата ĕçкĕç çемьесенчи ачасем ытларах чухне юлхав ÿсни пуриншĕн те паллă. Ашшĕ-амăшĕн тĕревне курманскерсем ирĕклĕхе туяççĕ, вара йĕркене пăсасси те инçех мар. Хальхи вăхăтра саккуна пăснăшăн çул çитмен 20 çамрăка учета илнĕ, вĕсенчен 7-шĕ хĕрсем. Хĕр пĕрчисенчен 5-шĕ шкула каймасăр çапкаланса çÿреме юратать. Пĕрне милици сотрудникĕсем паянхи кун та шыраççĕ-ха. Çав йышран 2-шне Шупашкарти колоние вăхăтлăх юсанма ăсатнă. Тен, унтан вĕсем ăслăланса килĕç, тĕрĕс çул çине тăрĕç.

Кăçал район территорийĕнче милици сотрудникĕсем обществăлла вырăнта ÿсĕр пулнăшăн 4 çамрăка тытса чарнă. Куратпăр ĕнтĕ, çул çитменнисем те «хаяр шĕвек» еннелле туртăнса ÿсеççĕ.

Çамрăксене усал йăласенчен хăтарасчĕ, спортпа туслă пулма хăнăхтарасчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика