АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртни йăлтах куç умĕнче

07 мая 2008 г.

Мĕн авалтан вĕрентÿ ĕçĕ чи сумлă та пархатарлă пулнă. Ачалăх, çын кун-çулĕ шкулпа тачă çыхăннă-çке. Эпир пурте учительсен, тăван шкул пилĕпе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă. Ахальтен мар вĕрентекене иккĕмĕш анне теççĕ, вĕрентÿ çуртне вара тăван килпе танлаштарнă.

Çак кунсенче Туктамăш ялĕнче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ Елена Егоровна Романова 90 çул тултарчĕ. Хăй вăл Карăкçырми ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ку тăрăхра питĕ хитре . Вăрманĕ те, çырми-çатри те юнашарах. Аслă шоссе çине тухма та пĕрре чупмалăх кăна. Халăхĕ те ĕлĕкрех “кĕрĕк арки йăваласа ларма” юратман. Ватти-вĕтти таранах ĕçе кÿлĕннĕ. Ксения Петровнапа Егор Семенович Гурьяновсен хĕрĕ çумне те пĕчĕк¬лех “куршанак” çыпăçнă. Вăл хресченĕн йывăр ĕçне хăнăхса ÿснĕ. Сакăр çынлă çемьере кашнин валлиех ĕç тупăннă. Уй-хирте те, килте те ывăнма пĕлмесĕр тăрăшнă, пир тĕртнĕ, çăм арланă. Аслисем çынна хисеплеме те, пулăшма та хăнăхтарса пынă.

Шкула çÿреме тытăнсан Елена вĕренме юратнипе палăрнă. Сехечĕ сехечĕпе кĕнеке вуласа ларнă, уроксене яланах тĕплĕ хатĕрленнĕ. Пĕчĕк хĕр пĕрчи пысăк ĕмĕтпе пурăннă – учитель пулмалла. Вăл колхоз çамрăкĕсен шкулне пĕтерсен Улатăрти педагогика техникумне вĕренме кĕрет. 1936 çулта алла диплом илсен ăна Туктамăшри шкула ĕçлеме яраççĕ. Малтанхи кунсенчех çамрăк учительница ачасене, ял-йыша чун-чĕререн кăмăллать. Учительсемпе çамрăксем клубра спектакль лартнă вăхăтра (Елена Егоровна “Ялта” спектакльте Анисса рольне вылянă) хĕр пулас мăшăрĕпе, Константин Владимирович Романовпа паллашать.

Вăрçă вăхăтне аса илсен Елена Егоровна куçĕсем куççульпе тулаççĕ. Фронт валли çăматăсем, алсишсем, тирсем пухни, Сăр хĕрринче халăхпа пĕрле окопсем алтни виличчен те унăн асăнчен тухмĕ. 1941 çулхи декабрĕн сивĕ кунĕсенче Хĕрлĕ Чутайпа Туктамăш ялĕсем витĕр Çĕпĕртен килнĕ салтаксем стройпа утса Мускава хÿтĕлеме тухса кайни те халĕ те унăн куçĕ умĕнчех.

Е.Романова Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн нумай вăй хунă, вăл – тыл ĕçченĕ. Унăн мăшăрне, Константин Владимировича, 1943 çулта фронта илсе кайнă.

Ача пурнăç çине мĕнле пăхасси нумай чухне ашшĕ-амăшĕнчен çеç мар, пĕр¬ремĕш вĕрентекенрен те нумай килет. Çамрăк ăрăва пĕлÿ парас, ăслă-тăнлă, йĕркеллĕ çын тăвас тĕлĕшпе вăй-халне шеллемен Е.Романова çакна хăй куçĕпе курса ĕненнĕ. Кĕçĕн классенче вăл вăхăтра 40-шер ачаран кая пулман. Пĕр класрах тĕрлĕ çулсенчи ачасене вĕрентмелле. Пĕри çÿллĕшĕпе учительницăна хăваланă, тепри сăмсине шăлма та вĕренеймен-ха.

– Паллах, çăмăл пулман ĕçлеме, – аса илет халĕ иртнине Елена Егоровна. – Шкул çурчĕсем виçĕ çĕрте вырнаçнăччĕ. Аслă классене çÿрекенсем ял çумĕнчи шкулта пĕлÿ пухатчĕç. “Тури” тата “анатри” шкулсем – кĕçĕн классем валличчĕ. Эпĕ ялан тенĕпе пĕрех “анатри” урамсенче пурăнакан ачасене вĕрент¬нĕ.

Коллектив ÿсĕмĕ ертÿçĕ пуçарулăхĕпе, пултарулăхĕпе тачă çыхăннă. Шкула тĕрлĕ çулсенче Л.Е. Башкиров, П.А. Магуськин, М.Е.Калейкин, Д.Н.Ягодейкин, Н.Н.Морозов ертсе пынă. Пурте хастарлăхпа, ĕçе лайăх пĕлнипе палăрнă. Елена Егоровна Туктамăш шкулĕнче 41 çул тăрăшнă, çак хушăра пине яхăн ачана вĕрентнĕ. Кашни ача пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупма пултартăр тесе вăй-халне, чун-чĕре хĕлхемне панă. Вăл ăс панă ачасем хушшинче ăслăлăх кандидачĕсемпе докторĕсем, çар, культурăпа искусство, вĕрентÿ ĕçĕсенче палăрнă çынсем чылай. Акă, Н.Черендеев – ăслăлăх докторĕ, Кишинев хулинче пурăнать. С.Кондратьев – Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ искусство деятелĕ, Шупашкарта ĕçлет. Р.Галимов, Р. Афанасьева, Н. Ярылкина – тава ти¬вĕçлĕ учительсем, А.Печникова вара 15 çул ытла Чул хула облаçĕнчи пĕр районта вĕрентÿ пайне ертсе пырать. Елена Егоровна вĕрентнĕ ачасем хушшинче врачсемпе инженерсем те чылай. З.Романова тухтăр миçе çынна вилĕмрен çăлса хăварман-ши; П.Палейкин Шупашкарта промышленноç тракторĕсен заводне тунă чухне инженер-технолог пулса ĕçленĕ. Вăл хăйĕн пĕлĕвне АПШ-ра та ÿстернĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, Е.Е.Романован, вĕрентÿ ĕçĕн ветеранĕн, пĕтĕм тулли пурнăçĕ Туктамăш ялĕпе таччăн çыхăннă. Вăл унта ĕçленĕ, мăшăрĕпе пĕрле кил-çурт çавăрнă, ача-пăча ÿстерсе çын тунă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика