07 мая 2008 г.
Малтанхи çулсенче кÿршĕллĕ, хамăр район тата ытти çынсене чăх-чĕппе тивĕçтернĕ Туканашри чăх-чĕп фабрики 2000-мĕш çулсен пуçламăшĕнче самаях юхăнса пĕтсе ĕçлейми пулса панкрута тухнине пурте пĕлетпĕр. Анчах та пĕлтĕрхи март уйăхĕнчен пуçласа пирĕн районăн Урикасси ялĕн мăнукĕ хăйне шанса, халăха ĕç вырăнĕ туса парас шухăшпа Туканашри чăх-чĕп фабрикине ĕçлеттерме пуçларĕ.
Паянхи кун “Туканашри «Дар-Бройлер» чăх-чĕп фабрики» ТЯО- ра юсав ĕçĕсем пыраççĕ. 5-мĕш номерлĕ цехра 15 пин те 300 бройлер чĕпписем чупса çÿреççĕ. Обществăн ĕçĕсене йĕркелесе пыракан Николай Иванович Лисаев каланă тăрăх, вĕсем чĕпсене майăн15-мĕшĕнче вырăнта тата районти пасар площачĕсенче сутма пуçласшăн. Çавăн пекех Николай Иванович обществăн малашлăхри планĕсене палăртса çитес вăхăтра чĕпĕ кăлармалли, чăхсем пусмалли цехсем тата 5 автомашина валли гараж хута каймаллине асăнчĕ.
– Коллективра 70-е яхăн çын. Обществăн малтанхи утăмĕсем йывăр пулин те пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме тăрăшатпăр. Кунти ĕçченсене кăнтăрла апатланма столовăй та пур. Çавăн пекех тĕрлĕ тавар туянма лавка та ĕçлет. Ирхине кунта тăрăшакансене обществăн автобусĕпе ĕç вырăнне çитеретпĕр, каçхине ăсатса яратпăр. Цехсене çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарасшăн тата 160 тонна аш-какай кĕрекен холодильник лартасшăн. Çак кунсенче ,акă, çĕнĕ трактор илсе килтĕмĕр. Çакна та каламалла, фабрикăра путенесем те пулса, вĕсен 30 пин ытла çăмартине халăх туянчĕ. Пĕр путени 100 грамм çеç таять, аш-какайне вара пурĕ 400 килограмм сутрăмăр – пĕлтерчĕ Н.Лисаев.
«Туканашри «Дар-Бройлер» чăх-чĕп фабрики» тулли мар яваплă общество илемлĕ вырăнта вырнаçнă: кăнтăр енче симĕс вăрман кашласа ларать, çурçĕр енĕпе Айхал шывĕ авкаланса юхса иртет, фабрика хапхи патнех асфальт сарса хытарнă çул çитет. Администраци çурчĕ умĕнче те улмуççи йывăççисем чылай, юнашарах тĕрлĕ çырла тĕммисем те лартса тухнă. Картишĕнче тирпейлĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, паянхи кун 5 гектар çĕр йышăнакан фабрикăра тирпейлĕх хуçаланать, юсав ĕçĕсем пыраççĕ пулин те пурте хăй вырăнĕнче.
Юлашкинчен çакна калас килет: Николай Иванович Лисаев пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен малашлăх планĕсем пысăк, ĕçлемелли нумай. Апла пулсан «Туканашри «Дар-Бройлер» чăх-чĕп фабрики» ТЯО-н кун-çулĕ вăрăм пуласса тата район халăхĕ валли чăх-чĕп çулран-çул чылай ĕрчетессе шанас килет.