АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсем умĕнче пуç таятпăр

14 мая 2008 г.

Çĕнтерÿ кунне уявне районта чаплăн паллă турĕç. Орден-медальлĕ тата кăкăрĕсем çине Георгий хăйăвне çакнă вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем, салтак арăмĕсем, тыл ĕçченĕсем уява халалланă митинга чылайăн пухăнчĕç. Йывăр тĕрĕслев çулĕсенче паттăрла ĕçсем тунăшăн вĕсене кашни пуç тайса саламларĕ, канлĕ ватлăх сунчĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 63 çул çитрĕ. Хаяр вăрçă çулĕсенче районăн мухтавлă ывăл-хĕрĕсем те пĕр çын пек пулса тăшмана хирĕç кĕрешĕве çĕкленнĕ. Пирĕн районтан 8 пин те 20 çын фронта тухса кайнă, вĕсенчен кашни иккĕмĕшĕ çапăçусенче пуçне хунă. Паянхи кун районта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 120 участникĕпе 37 инваличĕ, çапăçу хирĕнче пуç хунă салтак арăмĕсем 41 тата 1471 тыл ĕçченĕ пурăнаççĕ.

Чи малтанах район пуçлăхĕ А.Криков вăрçă ветеранĕсене Аслă çĕнтерĕве çывхартассишĕн пурнăçа шеллемесĕр çĕршывшăн, халăхшăн кĕрешнĕшĕн, ĕçленĕшĕн, пысăк паттăрлăх кăтартнăшăн, çутă хĕвел айĕнче пурăнма май туса панăшăн чĕререн тав турĕ, пулас ăру телейĕшĕн çапăçнисен ячĕсем ĕмĕр халăх асăнчĕ пулнине палăртрĕ. “Чыс та мухтав пурăнакан вăрçă паттăрĕсене, вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунисене”, – терĕ А.Криков.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “Ядрин-молоко” УАО-н генеральнăй директорĕ Н.Малов вăрçă çулĕсенче вăй-халне шеллемен ветерансене чаплă уяв ячĕпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей, канлĕ ватлăх сунчĕ.

Етĕрнепе Хĕрлĕ Чутай районĕсен çар ĕç комиссарĕ А.С.Фокин пурне те Майăн 9-мĕшĕ ячĕпе саламларĕ, район хăйĕн паттăр ывăл-хĕрĕсемпе чăннипех мухтанма пултарнине, фронтра, тылра паттăрлăх кăтартнисен ĕçĕ ĕмĕр-ĕмĕр халăх асĕнче юлнине палăртрĕ.

Унтан вăрçă çулĕсенчи аса илÿсемпе Чурпай ялĕнчи В.Волков тухса калаçрĕ. Василий Тимофеевич 1941-1945 çулсем пирки хумханса та пăлханса каласа пачĕ.

Вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене, киле таврăнсан вилнĕ фронтовиксене асăнса митинга килнисем пĕр минут шăп тăчĕç, палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Шурă çÿçлĕ салтак-ветерансем çамрăк армеецсен парадне курса савăнчĕç. Çар тумĕ тăхăннă пулас салтаксем йăрăс утса президиума, вăрçă ветеранĕсене чыс парса ушкăнăн-ушкăнăн иртрĕç. Пуринчен те пултаруллăрах пулса Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн взвочĕ пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ, иккĕмĕш – Атнар шкулĕ, виççĕмĕш – Мăн Этмен. Çĕнтерÿçĕсене райадминистрацин Хисеп грамотипе тата укçан премипе чысларĕç.

Уяв программине малалла концерт тăсрĕ. Хĕрлĕ Чутай шкулĕн коллективĕ, ветерансен хорĕ, культурăпа кану центрĕн специалисчĕсем, шкул ачисем вăрçă темипе чуна хумхантаракан юрăсем шăрантарчĕç.

Митинг автомашинăсен колонни иртнипе вĕçленчĕ. Хыççăн вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем салтак пăттине тутанчĕç.

Çĕнтерÿ кунĕнче спорт мероприятийĕсем ирттересси йăлара. Ку хутĕнче те спортсменсем çăмăл атлетика енĕпе эстафетăна хутшăнчĕç. Пур ушкăнра та Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекенсем çĕнтерчĕç, аслă классем хушшинчи арçын ачасен тупăшăвĕнче малти вырăна мăнэтменсем тивĕçрĕç хĕрсенчен мăнэтменсемпе хĕрлĕчутайсем палăрчĕç.

Шахматла выляма кăмăллакансем хăйсем пĕр ушкăнра тупăшрĕç. Чи пултарулли – В.Храмов (тĕп больница) пулчĕ.

Каçхине 21 сехетре чăваш эстрада артисчĕсем уяв ячĕпе савăнăçлă концертпа савăнтарчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика