АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вилесле хĕненĕ те çунтарнă

14 мая 2008 г.

Çынсен чунĕсем чуллансах пыраççĕ пулмалла. Ку сăмахсемпе шухăша путнă май пĕр чăваш юрăçи юрланă йĕркесем пуçа килеççĕ: «Мĕншĕн çынран çын хăрать, кашкăртан кашкăр хăрамасть...». Чăнах та, çынран çын хăракан пултăмăр. Акă, майăн 9-10-мĕшĕнче Трапай ялĕнчи тăвансем (тăваттăн пулнă: 2 каччăпа 2 хĕр – вĕсенчен пĕри хĕр-тантăшĕ), 24 çулхискерсем, кивĕ автовокзал хыçăнче Енкĕлт ялĕнчи каччăна (вăл та 24 çулхискер) пĕр шелсĕр вилесле хĕненĕ те хăйĕн çинчи çи-пуçне хывса илсе чĕртсе çунтарнă. Сăмах май, трапайсем преступление хаяр шĕвеке самаях тутаннă хыççăн тунă. Хăйсен чунсăрлăхне, пĕр сăлтавсăр çынна тăн çухатиччен хĕненине, унтан çунтарса янине – çак хăрушла “ĕçсене” мĕншĕн тунине ăнлантарса та параймаççĕ çын вĕлерекенсем. Вилекенни амăшĕн пĕртен-пĕр ывăлĕ пулнă.

Çавăн пекех хĕрсен чунсăрлăхĕ пирки те чарăнса тăрас килет. Преступлени тунă вăхăтра «чĕрисем» ăçта пулнă-ши;.. Вĕсем пулас амăшĕсем-çке;! Малалла тата мĕнле пурăнма шутлаççĕ-ши;

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика