АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшă тĕл пулу

14 мая 2008 г.

Вăхăт малаллах шăвать. Аслă Отечественнăй вăрçă чарăннăранпа 63 çул та çитрĕ. Çавна май эпир никама та, нимĕн те манас мар тесе вăрçă паттăрĕсене аса илетпĕр. Çĕре кĕнисене асăнатпăр, хамăр хушăра пурăнаканнисене сума сăватпăр.

Акă, Аслă Çĕнтерÿ 63 çул тултарнине халалласа Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче те çамрăксене патриотла воспитани парас тĕлĕшпе тĕрлĕрен мероприятисем ирттернĕ. Тĕслĕхрен, майăн 7-мĕшĕнче 2 А класра «Ачасем тата вăрçă» ятпа класс сехечĕ пулнă. Унта вĕренекенсене Т.П.Захарова класс ертÿçи вăрçă вăхăтĕнчи ачасен пурнăçĕ, вĕсен паттăрлăхĕ çинчен каласа панă. Майăн 8-мĕшĕнче вара Татьяна Петровна Захаровапа Элеонора Сергеевна Михеева ертсе пынипе 2 А тата 6 Б класра вĕренекенсем Питĕркасси ялĕнче пурăнакан хисеплĕ ветерансен, Моисеевсен çемйине çитсе курчĕç. Ватăсем ачасене ăшшăн кĕтсе илчĕç. Анатолий Степановичпа унăн мăшăрĕ Генриетта Александровна хаяр вăрçă вăхăтĕнче ачасем кăна пулнă. Ялта вăй питти арçынсем юлман пирки, шăпах çавăн пек ачасем ĕнтĕ ялти ватăсемпе пĕрле тылра вăй хуракансем пулнă. Çитĕнсе çитмен пулин те, çав арçын ачасемпе хĕр ачасем уйра ĕçленĕ, хушсан, вăрман касма каяссинчен те пăрăнса юлман.

Анатолий Степановичпа Генриетта Александровна Моисеевсене Чутай тăрăхĕнче нумайăшĕ пĕлеççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те педагог-ветерансем. Тĕс¬лĕхрен, Анатолий Степанович шкул директорĕ пулса 33 çул тăрăшнă, çав хушăра 30 çул – Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче. Тĕл пулура А.С.Моисеев хăйĕн ачалăхне, унпа пĕрлех хаяр вăрçă çулĕсене аса илсе каласа пачĕ. Вĕренекенсем ăна питĕ тимлĕн итлерĕç. Унтан ватăсене хăйсен аллисемпе ăсталанă парнесемпе чечек çыххисем парнелерĕç, сăвăсем вуларĕç, юрăсем юрларĕç. Юлашкинчен ватăсем ачасене шкулта лайăх вĕренме хушрĕç, ачасем вара вĕсене нумай-нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунса вĕсемпе сыв пуллашрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика