АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 9,11-МĔШ КЛАССЕНЧЕ ВĔРЕНЕКЕНСЕНЕ ПАТШАЛĂХ АТТЕСТАЦИЙĔ КĔТЕТ

14 мая 2008 г.

Районти шкулсенче вĕренекенсем кăçал та вĕрентÿ эксперименчĕсене хутшăнаççĕ. Пĕл¬тернĕччĕ ĕнтĕ, кăçал пĕрремĕш экзаменсене нихçанхинчен иртерех ирттерме палăртнă. Тепĕр уйрăмлăх, 11-мĕш класран вĕренсе тухакансен аттестат илме 5 предметран кая мар, улттăран ытла мар экзамен тытмалла, 9-мĕш классен – тăваттăран кая мар. Вĕсем вырăс чĕлхипе, алгебрăпа тата чăваш чĕлхипе çĕнĕ формăпа экзамен тытĕç.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче районти шкулсенчен 9-мĕш класран пурĕ 247 ача вĕренсе тухмалла, 11-мĕш класран – 157 ача. 11-мĕш классем малтанхи çулсем пекех Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ витĕр тухĕç, хушма предметпа экзамен тытассине вара вĕренекен хăй суйласа илет.

ЧР Вĕрентÿ министерствипе районти вĕрентÿ пайĕ экзаменсене ирттермелли вырăнсене тата вăхăтне те палăртнă ĕнтĕ. 9-мĕш классен майăн 31-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе Мăн Этменти вăтам шкулта (унта Мишеркасси, Шулю, Тралькасси, Хусанушкăнь, Штанаш, Çĕн Атикасси, Тури Çĕрпÿкасси шкулĕсенче вĕренекенсем килеççĕ) экзамен иртмелле. Çав кунах Хĕрлĕ Чутайри шкулта Питĕркассинче, Атнарта тата вырăнта вĕренекенсем тĕрĕслев витĕр тухĕç. Июнĕн 2-мĕшĕнче алгебрăпа тата июнĕн 6-мĕшĕнче вырăс чĕлхипе те экзаменсем çав шкулсенчех иртмелле. Июнĕн 9-мĕшĕнче физикăпа, июнĕн 11-мĕшĕнче биологи предмечĕсене суйласа илнисем экзаменсене Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта тытăç.

11-мĕш класран вĕренсе тухакансен информатикăпа тата ют чĕлхе предмечĕсемпе Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне майăн 16-мĕшĕнче Шупашкарта тытма тивĕ.

Хими, обществознани предмечĕсемпе экзаменсем майăн 19-мĕшĕнче Етĕрнере иртмелле, майăн 22-мĕшĕнче – историпе тата физикăпа (Çĕмĕрле хулинче), майăн 26-мĕшĕнче – географи тата биологипе Етĕрне хулинче. Вырăс чĕлхипе (майăн 29-мĕшĕнче) тата математикăпа (июнĕн 4-мĕшĕнче) экзаменсем йăлана кĕнĕ йĕркепех Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче пулаççĕ. Июнĕн 7-мĕшĕнче 11-мĕш класран вĕренсе тухакансем, кашни хăй вĕреннĕ шкултах, чăваш литературипе сочинени çырĕç.

Патшалăх аттестацийĕччен вăхăт нумай юлмарĕ. Вăл вĕренекенсене те, ашшĕ-амăшне те хумхантарать. Çавна май унпа çыхăннă ыйтусем пулма пултараççех. Тĕплĕнрех 2-16-70, 2-13-53 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлме пулать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика