АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем музейра

14 мая 2008 г.

Кăçалхи Ырă ĕçсен çулталăкĕнче чылай мероприятисене нуша куракан çынсене пулăшас тата вĕсене ырăлăх пама пултаракан çынсене ку ĕçе активлăрах хутшăнтарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 63 çул çитнине халалласа районти вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене сума сăвассипе, вĕсен çăмăл мар кун-çулне кăшт та пулин савăнăç кÿрессипе районти ертÿçĕсем чылай тăрăшаççĕ. Çак кунсенче социаллă хÿтлĕх пайĕнче тăрăшакансем йĕркеленипе Ветерансен çурчĕсенче кил ăшшине туйса пурăнакансем район центрĕнчи “Çын тата çут çанталăк” музейра экскурсире пулчĕç. Унта аслă ăру çыннисем музейри экспонатсемпе туллин паллашрĕç. Мучисемпе кинемейсем ĕçпе вăрçă паттăрĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене, мухтава тивĕçлĕ çемьесен стенчĕсене, паллă ентеш-ÿнерçĕсен ĕçĕсене курса савăнчĕç. Юлашкинчен пухăннисем чăвашсен ĕлĕкхи пÿртĕн сăн-сăпатне сăнлакан пÿлĕмре çавра сĕтел хушшинче ларчĕç, ачалăха аса илчĕç, кăшт хурланчĕç те. Кунта йăлтах вĕсем ÿснĕ тапхăра, тăван кил-çурта аса илтерекен япаласем.

Ватăсем музея килсе курнăшăн чунтанах хĕпĕртерĕç, вĕсен пурнăçне кăшт та пулин савăнăç кÿнĕшĕн, тимлĕх уйăрнăшăн пурне те тав турĕç, çĕр çинче ырă туйăмлă çынсем пурришĕн савăнчĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика