АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Професси пĕлĕвĕ илеççĕ

14 мая 2008 г.

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçсĕр пурăнакан граждансене професси пĕлĕвĕ парас тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçлет. Çавăн пекех вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатса ĕç паракансен кадр ыйтăвĕсене ăнăçлă тивĕçтерме тăрăшать. Специальность туянас текенсен хисепĕ ÿсет. Акă, кăçалхи пĕрремĕш кварталта профессиллĕ пĕлÿ илме 14 çынна вĕренме янă. Вĕсенчен 85 проценчĕ хĕрарăмсем, 57 проценчĕ 29 çула çитмен çамрăксем.

Профессиллĕ специалист пулас текенсене ĕç рынокĕнче уйрăмах кирлĕ специальноçсене вĕрентессине йĕркеленĕ. Кунпа пĕрлех наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес ĕçре лайăх пĕлÿллĕ кадрсем кирлине шута илнĕ.

Кăçалхи виçĕ уйăхра 13 çын професси илнĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центр ку енĕпе малалла ĕçлет. Унăн тĕллевĕ – халăх хуçалăхĕ валли ăста специалистсем ытларах хатĕрлесси, çамрăксене ĕç тупса парасси.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика