АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлеме те канма та пĕлеççĕ

14 мая 2008 г.

Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Столяровсен çемйи 2003 çулта чăмăртаннă. Телейлĕ çемьере икĕ ача – икĕ ывăл - ÿсет. Асли, Даниил, 4 çулта, кĕçĕнни, Максим, 7 уйăхра кăна-ха.

Çут тĕнчене çĕнĕ чун килни савăнтарать, мĕн¬шĕн тесен ача вăл – ашшĕ-амăшĕн телейĕ, çемье тĕрекĕ, çĕршыв пуласлăхĕ.

Ача пăхса ÿстересси чăннипех те пысăк яваплăх, çавăнпа та патшалăх пулăшăвĕ те ку ĕçре питĕ витĕмлĕ. Иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче иккĕмĕш ачине çуратнăшăн Надежда Столярова амăшĕн капиталĕн сертификатне алла илнĕ. Ку укçапа çурт-йĕр илме (ывăлсем ÿсеççĕ-çке!) усă курасшăн.

Столяровсем халлĕхе хваттер тара илсе пурăнаççĕ. Кăçал хăйсем çĕкленĕ илемлĕ те хăтлă çурта пурăнма куçма ĕмĕтленеççĕ. Кил хуçи, Алексей, кирпĕч хума та ăста, платник те, ытти тĕрлĕ юсав ĕçĕсене те хăйех пурнăçлама пултарать. Çурт çĕклеме çăмăл мар. Кунта ĕçлеме пĕлни кăна çителĕксĕр, укçи тенки те чылай кирлĕ. «Раççей гражданĕсене – хăтлă çурт-йĕр» наци проекчĕн «Çурт-йĕр» программăн «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» çумпрограммипе килĕшÿллĕн кăçал Столяровсене субсиди тивĕçнĕ. Патшалăх пулăшăвне кăна шанса пулмасть-çке-ха – çемье пуçĕн аякка та ĕçлеме çÿреме тивет.

Надежда иккĕмĕш ачине кун çути парнеличчен Хĕрлĕ Чутайри «Лидер» лавккара сутуçăра ĕçленĕ. Халĕ вăл тĕпренчĕкĕсене кирлĕ пек пăхса, сывлăхлă, тĕрĕс воспитани парса çитĕнтерессишĕн, çемье вучахĕн ăшшине упрассишĕн тăрăшать. Çыхма-çĕлеме те, тутлă та техĕмлĕ апат пĕçерме те ăста çамрăк хĕрарăм.

Пур ĕçе те вăхăтра тума, вăхăтра канма, паянхи кунпа савăнса пурăнма пĕлеççĕ Столяровсем. Ачисем ашшĕ-амăшĕн юратăвне туйса çитĕнеççĕ. Мăшăрсем пур ĕçре те пĕр-пĕрне пулăшса пыраççĕ. Мĕнех, çемьере малалла та ăнланулăх, юратупа татулăх хуçалантăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика