АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнче ырă çынсемсĕр мар

14 мая 2008 г.

Людмилăпа Анатолий Мигушкинсем – пирĕн районти Туканаш çыннисем. Анчах вĕсем тахçанах Çурçĕрти Метион хулине кайса вырнаçнă. Икĕ ача пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă темелле. Мăшăрсем çуллахи отпуск кунĕсене час-часах тăван тăрăхра ирттерме юратаççĕ. Ара, кунта вĕсен тăванĕсем, тус-юлташĕсем пурăнаççĕ-çке. Тĕл пулсан калаçмалли, пĕр-пĕринпе хутшăнмалли сахалах мар.

Çурçĕр çыннисем яла килсен кÿршĕре пурăнакан упăшкипе арăмĕ эрех ĕçкеленине асăрханă. Вĕсен 5 ачи вара хăйсем пĕлнĕ пек пурăннă. Çемьери лару-тăру пирки çынсем калаçкаланă-ха. Анчах... сăмахран ĕçе куçайман.

Юнашарти кинемей патне Çурçĕр хăнисем килсе çитсен кашнинчех ачасемшĕн чăн-чăн уяв пуçланнă. Ырă пиччĕшĕпе аппăшĕ вĕсене тăтăшах пылак çимĕçпе сăйланă. Калаçăвĕ те урăхларах, ăшăрах пулнă.

2006 çулта пысăк çемьене кĕтмен инкек пырса çапнă – ачасен амăшĕ вилсе кайнă. Ашшĕ кил-йыша тытса тăма вăй çитереймен.

– Пĕррехинче пирĕн пата Чăваш Енрен телефонпа шăнкăравларĕç, – каласа парать халĕ Людмила Мигушкина. – Ачасенчен кĕçĕннисене тĕрлĕ интернатсене яма йышăнни пирки пĕлтерчĕç. Çакăн хыççăн пурне те шеллесе пĕтрĕм. Хамăн хĕрĕм, Ирина, унăн хăйĕн çемйи, икĕ ача, сĕнÿ пачĕ: «Атьăр-ха, чи кĕçĕннине, Вовăна, усрава илетпĕр». Ун чухне вăл 8 çултаччĕ. Эпир мăшăрпа шухăшларăмăр та илес-тĕк пурне те илетпĕр, терĕмĕр.

Ку çакна пĕлтернĕ – вуннăри Миша та, вун иккĕри Женя та, вун çиччĕри Оля та, вун тăххăрти Коля та Мигушкинсен кил-йышăнче пурăнма пуçлĕç.

– Эпĕ çийĕнчех Чăваш Енри опека органĕсемпе çыхăнтăм, – калаçăва малалла тăсать Людмила Михайловна. – Тăлăха юлнă ачасене усрава илесси çинчен пĕлтертĕм. «Эпир хирĕç мар, анчах пурăнмалли условисемпе ĕç укçи çак утăма тума тивĕçлĕ шайра-и;» – пулчĕ хурав.

Пурте Мигушкинсем майлă килсе тухнă. Вĕсен ывăлĕ ун чухне Раççей çарĕнче службăра тăнă. Виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерте мăшăрсем иккĕшех пурăннă, тупăш та çителĕклех пулнă. Вĕсем опека докуменчĕсене хăвăрт пуçтарнă та çĕнĕ ашшĕпе амăшне кĕтекен ачасем патне çула тухнă. Ялта вара асăрханарах кĕтсе илнĕ.

– Çынсем çакна ниепле те ăнланма пултараймарĕç, – хăйĕн шухăшне палăртать Людмила Михайловна. – Ырăлăх кăмăл-туйăмĕ кăна мĕнле-ха çакăн пек хăюллă утăм тума хистенĕ; Çапла вара ял тăрăх тĕрлĕ сас-хура сарнă. Пурте тенĕпе пĕрех çакна укçа-тенкĕ ытларах илессипе тата пурăнмалли условисене лайăхлатассипе çыхăнтарнă. Кÿрен¬тĕмĕр пулин те, хамăра алăра тытрăмăр. Кунпа пĕрлех ачасене психологи тĕлĕшĕнчен çĕнĕ пурнăç валли хатĕрлеме тăрăшрăмăр.

Мигушкинсем тăван яла, чирлĕ ашшĕпе ватă асламăшне хăварма, аякри тата паллă мар Мегион текен хулана кайма тивĕç ачасем пирки шухăшланă. Хăйсем çинчен те манса кайнă теме пулать. Кашни çĕнĕ кун йывăрлăхсемпе чăрмавсем кăларса тăратнă.

– Канăçа çухатнă вăхăтсем сахал мар пулчĕç (кулать). Ачасене çывăрма хатĕрлесси уйрăмах йывăрлăх кÿчĕ. Вĕсем тумтирпех, вырăн таврашĕсемсĕрех çывăрма хăнăхнă, – аса илет амăшĕ. – Шкулпа та кăткăс ыйтусем сиксе тухрĕç. Мишăна иккĕмĕш çула хăварчĕç. Вовăна коррекци класне куçарчĕç. Мана та, Тольăна та, ачасене те психологи тĕлĕшĕнчен йывăр пулчĕ.

Людмила Михайловна «йывăрлăхсене çĕнтерме мĕн пулăшрĕ;» ыйтăва çапла хуравларĕ: «Хавхалану. Малашлăха шанни».

– Кашни каçах эпĕ ыран каллех ир килет те пурте лайăх пулать тесе хама хам лăплантараттăм, – тет вăл. – Çапла вара кăткăс ыйтусем хыçа юлатчĕç.

Нумай ачаллă амăшĕ йывăрлăхра пуçа усман. Вăл «Тепловодканал» предприятире операторта ĕçлет. Упăшки те «Мегионнефтегаз» операторĕнче тăрăшать. Усрава илнĕ аслă ывăлне те ĕçе вырнаçтарнă. Халĕ вăл 20 çулта. Оля вăтам шкул хыççăн повар-кондитер пулма вĕренме кĕнĕ.

– Маларах эпир, ачасене илнĕ чухне, Оля çула çитиччен вĕсене пулăшса пыма шутланăччĕ, – тет Людмила Михайловна. – Кайрантарах вăл кĕçĕннисене хăй хÿтлĕхне илме пултарать-çке. Халĕ пурнăç хăй еккипе чупать ĕнтĕ. Эпир пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултараймастпăр. Упăшкапа иксĕмĕр хушăри туслăх малтанах çирĕпчĕ. Халĕ ку туйăм вăйланчĕ. Ачасем ĕçе юратаççĕ.

Ачасем çуралнă тăван яла çу кунĕсенче килсе кайнă. Вĕсен савăнăçлă пит-куçне курнă хыççăн ял çыннисем Мигушкинсем пуйма ĕмĕтленсе ачасене усрава илни çинчен калаçма пăрахнă. Чăнах та, сăпайлă çынсем хăйсем çине пысăк яваплăх илнĕ-çке. Ку кашнинченех пулмасть. Çирĕп кăмăл, шанчăк кирлĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика