АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ресторана – тутлă апат çиме

14 мая 2008 г.

Ресторана – тутлă апат çиме

“Березка” ресторанта пуян опыт пухнă поварсем вăй хураççĕ. Вĕсем тутлă та техĕмлĕ апат пĕçерес ăсталăхпа палăрса ырă ята тивĕçнĕ. Кунта апатланакансем пултаруллă поварсен ячĕпе тав сăмахĕсем çырни те чылай.

Юлашки çулсенче ресторан çурчĕн сăн-сăпачĕ палăрмаллах çĕ¬нелсе улшăнчĕ. Хăтлă та илемлĕ çурта çынсем апатланма кăмăлпах çÿреççĕ.

Ресторанти аслă повар тивĕçĕсене З.И.Кондакова пурнăçласа пырать. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, кунта туса кăларакан продукци ассортименчĕ пуян. Шурă çăкăр, кукăль-булкăсем тата ытти изделисене вырăнтах пĕçереççĕ. С.П.Максюткина повар-кондитер ку ĕçре ăсталăх кăтартать. Сăмах май, Светлана Петровна чуста таврашĕпе пĕр çул çеç ĕçлет-ха, апла пулин те вăл пĕçернĕ çемçе те техĕмлĕ кукăльсене халăх кăмăлпа туянать. Çак ĕçре ăна кунта пысăк опыт пухнă поварсем пулăшса пы¬раççĕ.

Çапла, ресторанта туса кăларнă продукципе вырăнта та анлă усă кураççĕ, юнашар вырнаçнă “Волна” кафене те, “Хлебный”, “Рыбный” лавккасене те, 2-мĕш номерлĕ гастронома та тивĕçтереççĕ. Акă, “Волна” кафе сутуçинчен Н.П.Гавриловаран кунта туса хатĕрленĕ продукци пахалăхĕ пирки ыйтса пĕлтĕмĕр.

– Халăх кафене йышлă çÿрет, чустаран пĕçернĕ çемçе апат ассортименчĕпе пурте кăмăллă, тавар лайăх сутăнать, – терĕ вăл.

“Березка” ресторан коллективне малашне те ÿсĕмсем тума ăнăçу сунатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика