АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕпе-амăшне тав çырăвĕ

14 мая 2008 г.

Çак кунсенче Туктамăшра пурăнакан Любовь Андреевнапа Николай Михайлович Деведеровсем патне Рязань облаçĕнчи Рыбное хулинчен Тав çырăвĕ килнĕ. Ăна 83496 номерлĕ çар чаçĕн командирĕ В.Евсичев полковник çырнă. Деведеровсен ывăлĕ Геннадий унта иккĕмĕш çул службăра тăрать.

«Хисеплĕ Любовь Андреевна тата Николай Михайлович! Çар чаçĕн командованийĕ сирĕн ывăл Геннадий дисциплинăллă тата ырă тĕслĕх кăтартакан воин пулнине палăртать. Вăл служба тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать, чаçĕн çарпа хатĕрленÿ ĕçне çирĕплетес тĕлĕшпе пысăк тÿпе хывать.

Тĕрĕс воспитани парса çĕршывăн шанчăклă хÿтĕ¬левçине çитĕнтернĕшĕн, ăна Аслă Раççей гражданинĕн тата патриочĕн туйăмĕпе пурăнма вăй-хал панăшăн Сире тавтапуç».

Çак çырупа паллашсан Деведеровсен пит-куçĕнче савăнăç шевли çиçсе илнĕ. Геннадий хĕсмете тăриччен Шупашкарти çыхăну техникумĕнче вĕреннĕ. Алла диплом илсен Хĕрлĕ Чутайри линипе техника цехĕнче ĕçленĕ. Ача çулĕсенчех спорта юратнă. Ăмăртусене хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăрнă. Футболла выляссипе ăсталăха ÿстерсех пынă. Çуран чупма та килĕштернĕ. Вăй-хал тĕлĕшĕнчен çирĕп, сывлăхлă çамрăка 2006 çулхи кĕркунне тăванĕсем, ял-йыш салтака ăсатнă.

– Халĕ Геннадий чукун çул çарĕнче службăра тăрать, – каласа пачĕ амăшĕ Любовь Андреевна. – Çыхăну ĕçĕн специалисчĕ пулнă май ăна çак енĕпех ĕçлеме шаннă. Вăл çарпа политика вĕрен¬ĕвĕн отличникĕ. Хăйĕн ĕçне аван пĕлнĕшĕн командирсем ăна хисеплеççĕ. Сăмах май, эпир унăн мăшăрĕпе, Иннăпа, вăл службăра тăракан çар чаçĕнче пулса куртăмăр. Салтаксем пурăнакан казармăсем хăтлă, питĕ тирпейлĕ. Столовăйĕнче тутлă апат çитереççĕ.

Г.Деведеров спортра та маттур-мĕн. Çуран чупассипе мала тухнăшăн ăна темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе наградăланă. Вăл çар уставĕсене лайăх пĕлнипе те палăрнă.

– Тăван çĕршыва сыхлама юрăхлă ывăл çитĕнтерниех манăн чун-чĕрере ырă туйăм çуратать, – терĕ малалла Любовь Андреевна. – Акă, çĕршыв майăн 9-мĕшĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăра фашистла Германие парăнтарнăранпа 63 çул çитнине паллă турĕ. Мускавра иртнĕ çар парадне телевизорпа куртăм та, хăпартлану, вăй-хал хутшăннине туйса илтĕм. Çамрăксем Раççее хÿтĕлеме яланах хатĕр пулччăр, вĕсем аслашшĕсен паттăрлăхĕпе хавхаланса сыхлăхпа çивĕчлĕхе ÿстерччĕр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика