14 мая 2008 г.
Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнă май, эпир те, Атнар вăтам шкулĕнче тăваттăмĕш класра вĕренекенсем, сахал мар ĕçсем тума тăрăшатпăр.
Хальхинче тавралăха илем кÿрес тĕллевпе йывăçсем лартас кăмăл çуралчĕ. Акă, пĕр кун эпир пурте туслăн шкул пахчине тухрăмăр. Чăрăш – илемлĕ йывăç. Вăл хĕлле те, çулла та сип-симĕс ларать. Чăрăш çывăхĕнче сывлăш та уçă, таса. Çавăнпа шкул тавра чăрăшсем лартсан авантарах пулĕ тесе шутларăмăр. Сип-симĕс чăрăш хунавĕсене кашни ача хăй ячĕпе лартрĕ. Тăрăшса ĕçлерĕмĕр эпир çамрăк хунавсем лайăх ÿсчĕр тесе. Ан тив, вĕсем пирĕнпе пĕрле вун пĕрмĕш класа çитичченех ÿсчĕр. Пире çак лартнă сип-симĕс чăрăшсем кашни кун савăнса шкула кĕтсе илччĕр, савăнса киле ăсатса яччăр.
Ÿсĕр, ешерĕр, пирĕн çамрăк чăрăшсем!